АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтрĕн… Кĕтсе илеймерĕн

30 ноября 2013 г.

(Новелла)

Арапуç ялĕнче пурăннă, вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ аннене, Пелагея Григорьевна Беловăна, халаллатăп.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи салтак арăмĕ, салтак амăшĕ... Хăвăн пурнăç çулĕ çинче мĕн кăна тÿссе ирттермерĕн пулĕ эсĕ! Вăрçă тухсан тепĕр куннех савнă мăшăрна Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме ăсатрăн. Ун хыççăн икĕ ывăлу вăрçă хирне тухса кайрĕç. Киле ултă ачапа тăрса юлтăн эсĕ. Янкăр, тăрă, кăвак пĕлĕт пек куçусенчен пĕр вĕçсĕр тенĕ пек куççулĕ юхрĕ. Çутă сăну тĕксĕмленчĕ, хаваслă чун-чĕрÿ пусăрăнчĕ санăн.

Çыру хыççăн çыру... «Мăшăрăм, тăшман çав тери хаяр пулсан та эпир çĕнтеретпĕрех. Кĕт мана. Ачасене лайăх пăхма тăрăш», - çыратчĕ савнă мăшăру кашни çырурах.

«Анне пирĕншĕн ан кулян. Эпир сывах. Тăшмана çĕмĕретпĕр кăна. Фашистсене хамăрăн çĕр çинчен хăваласа яратпăр та киле таврăнатпăр. Кил-йыша, шăллăмсемпе йăмăксене питĕ курас килет, - хыпарлатчĕç ывăлусем. Çемье çинчен тăтăшах ыйтса пĕлетчĕç.

Çапăçу хирĕнчен килекен çырусем сана вăй хушатчĕç, чунра шанчăк çурататчĕç. Эсĕ ырми-канми колхозра ĕçлеттĕн. Иртен пуçласа каçчен уйра ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн киле таврăнсан та ларса канма вăхăт çукчĕ санăн. Пепкÿсене тăрантарма, çи-пуçĕсене тирпейлеме васкаттăн. Çемьерен инçетри мăшăрунтан, ывăлусенчен чылай вăхăт хушши хыпар пулмасан çĕр çывăрмасăр шухăшлаттăн, хыпăнса çунаттăн.

Анчах пурпĕрех пуçа усса килте ларман. Фронта пулăшас, çĕнтерĕве çывхартас ĕмĕтпе ĕçе тухса утнă. Суха сухаламалла-и, акмалла-и, тырă вырмалла-и, авăн çапмалла-и - кирек мĕнле ĕçе те тиркесе, ÿркенсе тăман эсĕ, арçын вырăнне те ĕçленĕ. 30-40 градуслă шартлама сивĕре окоп та чавнă.

Вăрçă пуçланни виçĕ çул та иртрĕ. Тăшман çаплах алхасма чарăнмарĕ. Çĕршер-пиншер Совет çынни Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хучĕç. Санăн вун çичĕ çулхи ывăлу та вăрçа тухса кайрĕ. Тăванăрсемпе пухăнса, ĕмĕрлĕхех ăсатнă пек сывпуллашса, куççулĕ витĕр ăсатрăр эсир ăна. Санăн чĕрене татах тепĕр хуйхă пусрĕ. Халĕ ĕнтĕ санăн ÿссе çитнĕ виçĕ ывăлу, мăшăру вăрçă хирĕнче вилĕмпе куçа-куçăн тăрса, хăйсене шеллемесĕр çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Эсĕ фронта пулăшатăн. Ĕçпе пиçĕхсе кушăрханă аллусемпе ачусене ачашлама, çепĕç чĕлхе-çăварупа ăшшăн калаçса, вĕсен вăрçă нушине пула сÿрĕкленнĕ кăмăлĕсене çĕклентерме те вăхăт тупатăн. Хура юнлă тăшмана чун-чĕререн ылханатăн.

Пĕррехинче сана упăшкăр хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен хут пырса пачĕç. Çакăн хыççăн куçусем шывланмасăр çÿремерĕç санăн, имшерлентĕн. Шанчăка çавах çухатмарăн, тăшмана курайманлăх туйăмĕ пушшех ÿсрĕ санăн.

Кăшт вăхăт иртсен каллех тепĕр хыпар: «Анне, эпĕ пĕр тан мар çапăçура йывăр амантăм. Халĕ госпитальте выртатăп. Манăн хăрах урине чĕркуççи таран татрĕç. Уншăн ан кулян, анне. Кашни кунах хама лайăхрах та лайăхрах туятăп. Тухтăрсем питĕ лайăх пăхаççĕ, кĕçех сывалса çитетĕп. Ирсĕр тăшмана пуриншĕн те тавăрăпăр», - тесе çырать пĕр ывăлĕ.

«Анне, пĕлетпĕр, пирĕнсĕр пуçне сана çав тери йывăр. Чăтмалли нумай юлмарĕ. Кĕçех тăшманăн шăпи тулать. Каялла çаврăнса пăхмасăр тарма тытăнчĕç фрицсем. Совет çыннисен тĕлĕнмелле паттăрлăхĕ сехрине хăпартрĕ вĕсенне. Шантарса калатăп, эпир çĕнтеретпĕрех. Аттерен, шăллăмсенчен хыпар пур-и; Сывах-и вĕсем; Кил-йыш мĕнле пурăнать;» - ыйтса пĕлет аслă ывăлĕ, чаç командирĕ.

Виççĕмĕш ывăлĕнчен çыру çук. Сасартăк... Пĕр кунхине, ĕçрен таврăнсан санăн ачусем ĕсĕклесе макăрнине куратăн. Мĕншĕн макăрнине ыйтса пĕлесшĕн пултăн. Нихăшĕ те пĕр сăмах та чĕнмеççĕ. Сĕтел çинче... виççĕмĕш ывăлу вилни çинчен пĕлтерекен хут выртать...

Ирсĕр тăшман! Кураймастăп эпĕ сана, çĕлен-калтана! Ылханатăп! Мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татрăн эсĕ, мĕн чухлĕ ачана тăлăха хăвартăн, мĕн чухлĕ ял-хулана кĕл купи турăн, пирĕн ырă пуласлăх çулĕ çине хăвăн вараланчăк урупа таптама хăйрăн. Чыссăр ĕçÿсемшĕн сана нихăçан та каçару пулмĕ!

Эсĕ салтак арăмĕ, салтак амăшĕ темĕнле йывăрлăха та парăнмарăн. Çĕнтерÿ кунĕ çитессе çирĕп шантăн. Упăшкушăн, ывăлусемшĕн тем пекех хыпса çунтăн пулин те тÿсрĕн, вĕсем пурте çĕнтерÿпе киле таврăнасса кĕтрĕн. Хурлăхпа пĕрлех савăнмалли те пулнă санăн. Акă, вилни çинчен хут тĕрĕс мар пулнине пĕлсен мĕн тери савăннине эпĕ каласа пама та пултарас çук. Пуçран вилмеллех аманнăскерне çар тухтăрĕсем чĕртсе тăратнă. Савăнăç мар-и-ха ĕнтĕ ку;! Пултаруллă, хăюллă тухтăрсене çĕр хут, пин хут тав турăн эсĕ ун чухне.

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ. Çĕнтерÿ!!! Çакă кашни çыншăнах ĕмĕр асран тухми кун пулса юлчĕ. Сывă юлнă салтаксем киле таврăнма пуçларĕç. Эсĕ те кĕтетĕн... Пĕр кун сиктермесĕр уй хапхи патне тухса тăрса çул çине тинкерсе пăхатăн. Авă, пĕр салтак килнине инçетренех асăрхарăн. Уксахлать хăй, икĕ хулайĕнче те туя. Вăл çывăхарнăçемĕн чĕрÿ хыттăнрах та хыттăнрах тапма тытăнчĕ. Ывăлу! Санăн ывăлу ку! Кăкăрĕ çинче паттăрлăхшăн панă çĕршыв наградисем ялкăшаççĕ, утнă майăн чăнкăртатса илеççĕ. Амăшĕн чи таса юратăвĕпе, ăшă кăмăлĕпе хăвăн ытамна илтĕн эсĕ ăна.

Тепĕр ывăлна та çаплах кĕтсе илтĕн. Вĕсем иккĕшĕ те таврăнсанах колхоз ĕçне пуçăнчĕç. Вăрçа пула юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла-çке-ха.

Виççĕмĕш ывăлу госпитальте пĕр çулталăк ытла выртса сывалнă хыççăн тин киле таврăнчĕ. Эсĕ те, ачусем те - çемйипех пурте тăван хуçалăхра пĕтĕм вăя хурса ĕçлерĕр. Кăмăл савăк, хастарлăх пысăк темелле. Анчах санăн чĕрÿ çав-çавах вăрттăн макăрать, савнă мăшăрна кĕтет. Эсĕ çаплах уй хапхи еннелле пăхатăн, каллех çул çине тинкеретĕн. Мăшăрупа пĕрле çапăçнă кÿршĕ ялти салтак вăл мĕнле вилни çинчен каласа парсан та пурпĕрех кĕтме пăрахмарăн. Пĕр вĕçĕмсĕр кĕтрĕн...

... Ашшĕнчен пĕр çулталăкра юлнă хĕр ачу алкум вĕçне тухса ларатчĕ те, шăппăн кăна çапла ĕнĕретчĕ:

Сайхах кашти ишĕлчĕ,

Чĕкеç йăви арканчĕ.

Гитлер вăрçă кăларчĕ,

Пире аттесĕр хăварчĕ.

Çакă санăн чĕрене çĕçĕпе чикнĕ пекех ыраттаратчĕ, мăшăру çинчен аса илтеретчĕ. Эсĕ вара пурне те чăтнă, тÿснĕ, ачасен малаллахи пурнăçне телейлĕ тăвассишĕн çуннă.

Çул хыççăн çул иртрĕ. Хуçалăх та, çĕршыв та тĕрекленсе, пурнăç лайăхланса пырать. Ачу-пăчусем çемьеллĕ пулса пĕтрĕç, пурте мирлĕ ĕçре вăй хураççĕ. Ачусен ачисем те ÿссе çитĕнеççĕ. Ватăлтăн эсĕ, ахаль ларма хăнăхманскер, пурпĕрех çынпа пĕрле ĕçе хутшăнаттăн. Куçусем вара уй хапхи еннеллех пăхатчĕç. Юратнă мăшăру, ачасен ашшĕ таврăнасса çаплах кĕтеттĕн. Чĕрÿ тапма чарăничченех кĕтрĕн эсĕ ăна. Çук, кĕтсе илеймесĕрех куçусене ĕмĕрлĕхех хупрăн, нÿрлĕ çĕр хăй патне йышăнчĕ сана. Санăн вил тăпри çинче кашни çуркунне тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ, уçă саслă кайăксем юрă юрлаççĕ. Çывăр эсĕ, канлĕн çывăр. Сана халĕ нимĕнле кайăк юрри те вăратаймĕ. Çук эсĕ, çук. Курас тесен те текех кураймăпăр сана, калаçас тесен те калаçаймăпăр.

Пĕтĕм халăх вăрçă-тĕрçе сивлет. Санăн тăпру умне тăрса эпĕ çапла тупа тăватăп: эпир тĕнчери мирлĕ пурнăçшăн, çутă пуласлăхшăн яланах сыхă тăрăпăр. Эсĕ çĕршывшăн, пурнăçшăн кĕрешсе тÿссе ирттернине ĕмĕр-ĕмĕр манмăпăр. Санăн ырă тĕслĕхÿ çÿл тÿпери çутă çăлтăр пек пирĕн умра ялкăшса тăрĕ, çул кăтартса пырĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.БЕЛОВА, РФ Журналисчeсен союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика