30 ноября 2013 г.

Амăшĕн кунне халалласа районта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Çав шутра ача сачĕсенче те çак пулăмпа çыхăннă уяв мероприятийĕсем активлăхпа палăрчĕç. Ача садĕнчи воспитательсем ачасене мĕн пĕчĕкренех анлă тавра курăмлă, тавçăруллă пулма вĕрентсе аталантарассишĕн тăрăшса вăй хураççĕ. Пĕр уява та ачасене хутшăнтармасăр ирттерсе ямаççĕ.
Акă поселокри «Березка» пĕрремĕш номерлĕ ача сачĕн «Калинка» ушкăнне çÿрекенсем тата вĕсен амăшĕсем И.Михайлова, Р.Исаева воспитательсен пуçарăвĕпе Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулне пухăнчĕç. Амăшĕн кунне халалласа кунта спорт уявĕ иртрĕ. Ача садне çÿрекенсемшĕн ку спорт шкулĕнче иртекен пĕрремĕш ăмăрту пулчĕ. Пысăк спортзала килнĕ 5 çулхи ачасем савăннипе тÿрех пĕр-пĕрне хăваласа тытмалла выляма, чупма пуçларĕç. Ирĕклĕ зал вĕсене çакна чунтан тума май пачĕ.
Спорт мероприятийĕн тĕллевĕ – ачасене физкультура тĕлĕшĕнчен аталантарасси, вăйлăрах, хăвăртрах, çаврăнăçуллăрах, тимлĕрех пулма хăнăхтарасси, амăшĕсене хисеплеме, юратма вĕрентесси пулчĕ.
Амăшĕсемпе ачисем 3 командăна пайланса эстафета ăмăртăвĕсене активлă хутшăнса тĕрлĕ тупăшу витĕр тухрĕç. Кашни команда маларах пулассишĕн тăрăшрĕ. Çавăн пекех ачасем спортзалта уяв ячĕпе сăвăсем каларĕç, ташăсем ташларĕç. Уяв пĕлтерĕшне шăпăрлансем тÿрремĕнех ăнланаймарĕç пулĕ, анчах пурте амăшĕсене чунтан юратнине кăтартрĕç, çакă вĕсен тыткаларăшĕнче те, сăн-пит çинче те палăрчĕ. Çакăн пек мероприятисем малашне те ирттерсен çемье тытăмĕ татах та çирĕпленĕ.
Ăмăртăва хутшăннă çемьесем грамотăсене тивĕçрĕç, ачисем амăшĕсене Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламласа чечексем парнелерĕç. Хăйне евĕрлĕ иртнĕ спорт уявĕ пурне те хавхалану, савăнăç туйăмĕ парнеленине шанас килет. Сăлтавĕ ахальтен мар, кунта пултаруллă воспитательсем, вĕсен пулăшуçисем ĕçлеççĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупса нумай-нумай мероприятисем ирттереççĕ. Ача сачĕн заведующийĕ Е.Никонорова пултаруллă ертÿçĕ çакна йĕркелесе пырать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.Михайлова, «Березка» ача сачeн воспитателe.