АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çулталăк çемйи» конкурсăн финалисчĕсем

30 ноября 2013 г.

«Çулталăк çемйи» конкурсăн финалисчĕсем

2004 çултан пуçласа çулсеренех республикăра «Çулталăк çемйи» конкурс иртет. Конкурс тĕллевĕ обществăра çемье пĕлтерĕшне çирĕплетесси, çемьери чи ырă йăласене аталантарасси, ачасене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси. «Çулталăк çемйи» ята 10 çултан сахал мар пĕрле пурăнакан, çул çитмен ачасем çитĕнтерекен, обществăри социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хутшăнакан, çемьери чи ырă йăласене пăхăнса пурăнакан мăшăрсем тивĕçме пултараççĕ.

Кăçал республикипе конкурса 157 çемье хутшăннă, 28-шĕ финала тухнă. Вĕсен шутĕнче Вăрмар поселокĕнчи Хованскисен çемйи те. Вăл «Çулталăк çемйи - 2013» конкурсăн финалисчĕ пулса тăчĕ. (Пĕлтĕр Вăрмар поселокĕнчи 5 ачаллă Силеровсен çемйи республика шайĕнчи конкурсра «Çулталăк çемйи - 2012» ята тивĕçнĕччĕ).

Светлана Дмитриевнăпа Анатолий Юрьевич Хованскисем çемье çавăрса 12 çул пĕрле пурăнаççĕ. Анатолий Юрьевич хăйĕн ĕçне пуçарса янă, районта пластик чÿречесем хатĕрлессипе ĕçлет. Хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ май 5 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет, районта, республикăра иртекен физкультурăпа спортăн тĕрлĕ ăмăртăвĕсене хутшăнать. Унăн мăшăрĕ, Светлана Дмитриевна, Вăрмар район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене вăл пур яваплăхпа пурнăçлать, ăна кирек-епле ĕçе те шанса пама пулать. Светлана Дмитриевна ĕçтешĕсем, ытти çынсем хушшинче хисепре.

Мăшăрĕпе вĕсем 3 ача çитĕнтереççĕ: Ольга, Юлия, Иван. Хĕрĕсем Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренеççĕ. Вĕренÿре вĕсем лайăххипе кăна палăраççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ, тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсенче активлă хутшăннăшăн дипломсене те тивĕçеççĕ. Аслă хĕрĕ Оля бал ташшисемпе интересленет, районта, район тулашĕнче пулса иртекен мероприятисенче ташă ăсталăхне кăтартать. Унăн кăтартăвĕсем ăна савăнăç кÿреççĕ, куракана тыткăнлаççĕ. Тĕрлĕ наградăсене тивĕçсессĕн татах та хавхаланса тăрăшать Оля.

Хованскисен çемйи туслă, яланах спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать, призлă вырăнсене çĕнсе илет. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн, аталантарса çитĕнтерессишĕн чунтанах тăрăшаççĕ ашшĕпе амăшĕ. Телейлĕ çемьере çитĕнекен ачасем пур енчен те пултаруллă пулса çитĕнеççĕ.

Çавăн пекех Хованскисем кашни çулах тĕрлĕ обществăлла мероприятисене хутшăнаççĕ кăна мар, спонсор пулса пулăшу кÿреççĕ.

Ачасемпе çамрăксен Шупашкарти керменĕнче «Çулталăк çемйи -2013» конкурсăн финалне тухнă çемьесене чысланă. Унта Хованскисен çемйи те хутшăнчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА хатeрленe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика