АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар районĕн бюджетне йышăнчĕç

30 ноября 2013 г.

Вăрмар районĕн бюджетне йышăнчĕç

Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври 30-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, предприятисемпе учрежденисен, организацисен руководителĕсем, федераллă тата республикăри службăсен, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç, пурĕ 10 ыйту пăхса тухрĕç. Ăна Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа - кăçалхи 9 уйăхри Вăрмар район бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова отчет турĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа-тенкĕ кĕнине шута илсе пĕрлештернĕ бюджета 345749,7 пин тенкĕ кĕнĕ. Налук тата налук мар тупăшсем пĕрлештернĕ бюджета 57966,1 пин тенкĕ кĕнĕ. Çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 113,3 процентпа танлашать. Кăçалхи 9 уйăхра пĕрлештернĕ бюджетăн тăкакланă пайĕ 67,8 процент пурнăçланнă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту вара 2014, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи Вăрмар район бюджетне йышăнасси пулчĕ. Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова палăртнă тăрăх, бюджет проектне РФ Бюджет Кодексĕпе, «Чăваш Республикинчи бюджет енĕпе çыхăннă право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Малтанлăха пăхса тухнă тăрăх 2014 çулта район бюджечĕн тупăшĕ - 308195,8, 2015 çулта - 315227, 2016 çулта 314209,7 пин тенкĕпе танлашĕ. Каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ калăпăшĕ 2014 çулта - 243611,3, 2015 çулта - 246505,7, 2016 çулта 240928,1 пин тенкĕпе танлашĕ.

2014, 2015 тата 2016 çулсенчи район бюджечĕн проектне пуçласа район администрацийĕ çирĕплетнĕ 14 муниципаллă программăсен тĕп йĕркисен расхутне шута илсе йĕркеленĕ. Çавна май муниципаллă программăсемпе расхутсене уйăрасси патшалăх политикин приоритечĕсене пурнăçлама, финанс ресурсĕсемпе тухăçлă усă курма майсем туса парать.

Район бюджечĕн проектне унччен маларах депутатсен комиссийĕн ларăвĕнче те пăхса тухнă. Вăрмар районĕн контрольпе счет органĕн председателĕ О.Ананьева палăртнă тăрăх, Контрольпе счет органĕн экспертизи пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх бюджет проектне лайăх хак панă. Пĕтĕмлетÿ тăрăх 2014, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи Вăрмар район бюджетне депутатсем пĕр саслăн пулса йышăнчĕç.

Хăйĕн калаçăвне малалла тăснă май А.Енькова РФ Бюджет Кодексĕпе килĕшÿллĕн çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен район Пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн муниципаллă çул-йĕр фондне йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ.

Депутатсен пухăвĕнче çавăн пекех райадминистрацин юридици пайĕн начальникĕ А.Васильев Вăрмар районĕн муниципаллă пĕрлĕхĕн пурлăхĕнчен куçса çÿремен муниципаллă пурлăха Вăрмар хула тăрăхне парасси, организаципе контроль ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ хисеплĕ ентеше - В.Нягина парасси çинчен тухса калаçрĕ. Депутатсем пĕр саслă пулса асăннă ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăнчĕç.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин депутатсене тухăçлă ĕçленĕшĕн, районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ решенисем йышăнса пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура ĕçленĕшĕн тав турĕ. «Районăн экономикине аталантармашкăн кăçалхи 10 уйăхра тĕрлĕ шайри çăл куçсенчен 190 миллион тенкĕ явăçтарма май килчĕ. Район аталанăвĕшĕн çанă тавăрса ĕçлекен çынна эпир яланах пулăшма хатĕр», - терĕ Константин Владимирович хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

З.ПАВЛОВА.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика