АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Çул – çĕнĕ хваттерте

27 ноября 2013 г.

Çĕнĕ Çул – çĕнĕ хваттерте

Пурăнмалли çуртсем туни хальхи тапхăрта, пысăк пĕлтерĕшлĕ «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проектне пурнăçланă самантра, уйрăмах палăрăмлă, калăплă та. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тăвасси çине вара «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать.

Асăннă общество кăçал чылай ĕçсем пурнăçланă. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, райпон «Светлица» кафене хута янă, Тикашри, Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Хальхи вăхăтра поселокри Крупская урамра харăсах икĕ çурт-йĕр хăпартса лартрĕç. Унсăр пуçне Хуруй ялĕнче нумай ачаллă Ивановсен çемйи валли капмар çурт хăпартассипе те тăрăшаççĕ.

Патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2015 çул тĕлне юхăнса кайнă тата авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă. Поселокри Крупская урамра хăпартнă çуртсем вăтăршар хваттерлĕ пулĕç, вĕсем пурĕ 2200 тăваткал метр йышăнаççĕ. Вĕсенчи 53 хăтлă хваттере çитес вăхăтра авариллĕ тата юхăнса кайнă хваттерсенче пурăнакансем куçĕç. Пилĕк хваттер ашшĕ-амăшĕсĕр, тăлăха тăрса юлнă ачасем валли пулĕ. 44-мĕш çурт хваттер хуçисене йышăнма хатĕрпе пĕрех ĕнтĕ. Кунта çут çанталăк газĕ, электричество çути кĕртнĕ, санузел вырнаçтарнă. Пÿлĕмсенче штукатурка ĕçĕсем пурнăçланă, пластик чÿречесем лартнă. Хальхи вăхăтра алăксем лартас ĕç пырать. Кăçалхи декабрь уйăхĕнче ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха тăрса юлнă ачасем валли 5 хваттерне хута яма палăртнă, авариллĕ çуртсенче пурăнакансене вара çитес çулхи март уйăхĕнче кунти çĕнĕ çурта куçарма планлаççĕ.

«Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществинче 80 çын ытла тăрăшса вăй хурать. Хальхи вăхăтра поселокри Крупская урамĕнчи 44-мĕш çурта шал енчен хăтлăх кĕртессипе штукатур-малярсем тăрăшаççĕ. М.Иванова, Л.Петрова, Н.Разумова, О.Степанова штукатур-малярсем хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ, хваттерсем хăтлă пултăр тесе тăрăшаççĕ.

Çак урамра хирĕçех тепĕр капмар çурт хăпарать. Унăн иккĕмĕш хутне хăпартса пĕтернĕ, хальхи вăхăтра кунта унăн çивиттине витме хатĕрленеççĕ.

Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче кивĕ тата çĕрĕшнĕ çуртсен вырăнĕнче çĕнĕ çуртсем хăпартмаллине, пурăнмалли çурт-йĕр хакĕ сахал тупăшлă халăх ушкăнĕшĕн тата çамрăк çемьесемшĕн туянма юрăхлă пултăр тесе палăртнă. Асăннă предприяти те ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет. Унпа пĕрлех пурлăхпа техника базине те çирĕплетсе пырать вăл. Кăçал ĕç тухăçлăхне ÿстерме икĕ КамАЗ автомашина туяннă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика