АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кĕтесре пирус туртаймăн

27 ноября 2013 г.

Октябрĕн 10-мĕшĕнче йышăннă 274 номерлĕ Федераци саккунĕ кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен ĕçе кĕчĕ. Ячĕ унăн вăрăм пулсан та чăвашла тĕрĕсех куçарас килет, мĕншĕн тесен вăл çĕршыври миллион çыннăн сывлăхĕпе çыхăннă.

Çапла вара асăннă кун «Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕнчен сыхлас тата çавна пула каярах йывăрлăх килсе ан тухтăр» текен федераллă саккуна йышăннă май «Реклама çинчен калакан» РФ саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕнех Раççей Федерацийĕн административлă йĕркин кодексне табак туртассине чакарас тĕлĕшпе улшăнусем кĕртнĕ. Ку, пĕтĕмĕшле илсен, табак изделийĕсене сутас йĕркене пăхăнассипе, пирус-сигарет туртмалли вырăнсене чакарассипе, ăна рекламăлас, спонсорла пулăшу парассине хирĕç ĕçсем туса ирттерессипе çыхăннă. Уйрăммăн илсен 6.23 статьяпа килĕшÿллĕн çул çитмен çамрăксене пирус туртма хăнăхтарнăшăн 1 пин тенкĕрен пуçласа 2 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ, çакна ашшĕ-амăшĕсем ăна саккуна пăхса тăракансем хĕтĕртеççĕ пулсан - вĕсен 2 пин тенкĕрен пуçласа виçĕ пин тенкĕ таран штраф тÿлеме лекĕ.

Саккунра палăртнă хăш-пĕр уйрăм вырăнсенче туртнăшăн 6.24 статьяпа килĕшÿллĕн 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран штрафлаççĕ, ача-пăча вылякан вырăнта пулсан - 2 пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран енчĕке пушатма тивĕ. Табак изделийĕсене сутассине спонсор пулса пулăшакансен 2-3 пин тенкĕ штраф тÿлеме лекĕ, должность йышăнакан çынсен - 5 пинрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран. Телевидени, радио, электронлă хатĕрсем урлă табак туса кăларни е ăна туртни çинчен калакан программăсен авторĕсен 20-40 пин тенкĕ (должноç йышăнакан çынсем), юридици сăпатĕнчи çынсен 100-170 пин тенкĕ таран тÿлемелле пулĕ.

Табак изделийĕсемпе суту-илÿ тăвакансене те саккуна пăснă тĕслĕхсем тупса палăртсан пуçран шăлмĕç. Кунта та штраф виçисем курăмлă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.ФЕДОРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика