АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш А.Германов – Европа чемпионĕ

27 ноября 2013 г.

Францири Арк хулинче спорт аэробики енĕпе Европа чемпионачĕ иртнĕ. Унтан Чăваш Ен каччи, пирĕн ентеш медальсемпе таврăннă.

Ăмăртăва 22 çĕршывран çĕр-çĕр спортсмен хутшăннă. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕ те пысăк пулнă. Чăваш Ен чысне ЧР спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçин О.Дьячукăн вĕренекенĕ А.Германов хÿтĕленĕ, Шупашкарти политехника институчĕн 2-мĕш курс студенчĕ «Аэроденс» тата «Аэростеп» номинацисенче çĕнтерсе Европа чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Раççей спорт мастерĕ арçынсен ушкăнĕпе пĕрле кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Ун умĕн 2012 çулта çамрăксем хушшинче вăл тĕнче чемпионĕ пулса тăнă.

Алексейăн амăшĕ пирĕн районти Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ, Комсомольски районĕнчи В.Германовпа мăшăрланса çемье çавăрнă. Ывăлĕ Алексей Шупашкарта кун çути курнă. Апла пулин те вăл хăйĕн Вăрмарти тымарне манмасть. Алеша 1994 çулта çуралнă. Хулари 23-мĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çамрăклах спортпа туслă пулнă. Спорт аэробикине уйрăмах килĕштернĕ. О.Дьячук тренер пулăшнипе хăйĕн спортри ăсталăхне республикăри Олимп резервĕсен 6-мĕш шкулĕнче ÿстерсех пынă. 2008 çулхи январь уйăхĕнче спорт аэробики енĕпе юниорсем хушшинче Раççейре мала тухассишĕн Ĕпхÿ хулинче ирттернĕ ăмăртура вăл пĕрремĕш вырăн йышăнать. Тепĕр çулхине те çав хуларах 15-17 çулхи юниорсем хушшинче каллех çĕнтерет. 2009 çулта Мускавра ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать, спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать.

2011 çулта Боровец (Болгари) хулинче Тĕнче кубокĕшĕн кĕрешсе кĕмĕл медаль çĕнсе илет. Çав çулхинех Бухарест (Румыни) хулинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче Алексей кĕмĕл медале тивĕçет.

А.Германов - 15-17 çулхи юниорсем хушшинче спорт аэробики енĕпе Раççей чемпионĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче Чăваш Енрен пĕртен пĕр представитель. Вăл 2008 çултан пуçласа - 2012 çулсенче спорт аэробики енĕпе Атăлçи Федераллă округĕн чемпионĕ.

2012 çулхи майăн 29-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 3-мĕшĕччен София (Болгари) хулинче спорт аэробики енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре Алексей Германов пĕрремĕш вырăн йышăннă, чемпионатăн ылтăн медальне çĕнсе илнĕ. Кăçалхи çитĕнÿсем те унăн курăмлă. Çĕршыв чемпионатĕнче каччă харăсах виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, «Аэробика планети» ăмăртусенче те мала тухнă.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк ентеш пысăк çитĕнÿсемпе ашшĕ-амăшне те, ентешсене те пĕрре кăна мар савăнтарĕ. Çакăн пек çирĕплетÿ тума унăн кĕске вăхăт хушшинчех тунă çитĕнĕвĕсем калаççĕ те. Эппин, ăнăçу Алексей Германов, сана эпир шанатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика