27 ноября 2013 г.

«Светлана» тулли мар яваплă общество районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. «Вак тата вăтам бизнесăн чи лайăх проекчĕ» номинацире «2011 çулхи чи лайăх инвестици проекчĕ» ята та тивĕçнĕччĕ вăл. Проект ячĕ «Çĕвĕ производствин аталанăвĕ». Çак инвестици проектне тĕпе хурса тăрăшать те «Светлана» çĕвĕ фабрики.
Çĕвĕçсем ытларах ĕç костюмĕсем çĕлессипе тăрăшаççĕ, хальхи вăхăтра хĕллехи ятарлă ĕç тумĕсем, саккассем тăрăх вырăн таврашĕсем те çĕлеççĕ. «Светлана» тулли мар яваплă общество Мускаври «Восток-Сервис» предприятипе активлă çыхăнса тăрать, тăтăшах ятарлă ĕç тумĕсемпе тивĕçтерет. Çавăн пекех районти предприятисемпе организацисенчен те ятарлă ĕç тумĕсем хатĕрлеме саккассем йышăнаççĕ предприятире. «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятире, «Чăвашсетьгаз» акционерсен уçă обществин «Куславккамежрайгаз» филиалĕн Вăрмарти газ участокĕнче, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕнче, «АЛТЭЦЦА», «ДОКРос» обществăсенче, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăй хуракансем «Светлана» обществăра çĕленĕ ятарлă ĕç тумне тăхăнаççĕ. Çĕвĕ фабрикинче 2013 çулхи 10 уйăхра 20 миллион ытла тенкĕлĕх издели çĕлесе ăсатнă.
Ăнăçлă ĕçлесе пыракан «Светлана» предприяти районта пурăнакан чылай хĕрарăма ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Предприяти хута кайнăранпах кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Çĕвĕ фабрики ялсенче хăйĕн филиалĕсене ĕçлеттерсе яни те ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Ĕç шыраса инçе кайса çÿремелле мар. Акă Чупайĕнчи, Энĕшпуçĕнчи филиалсем ăнăçлă ĕçлесе пынине кура Пысăк Енккасси ялĕнче те çакăн евĕр çĕвĕ цехĕ уçма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме палăртнă. «Светланăра» паянхи куна 60 ытла çын тăрăшать. Çĕвĕçсене пур условисем те туса панă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.