23 ноября 2013 г.

Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн;
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл пирĕн телей-çке,
Вăл – пирĕн анне!
(Аркадий Ĕçхĕл)
Кашни çыншăн анне чи хакли, вăл пурри – чи пысăк телей. Ахальтен мар ĕнтĕ анне çинчен темĕн тĕрлĕ сăвă-юрă хайланă, поэма-калав çырнă. Шупашкарта ятарласа Анне монуменчĕ те лартнă. Тин калаçма пуçлакан ачан пĕрремĕш сăмахĕ те ытларах чухне: «анне». Çак çепĕç те ăшă сăмаха илтсессĕн кашни хĕрарăмăн чĕри ăшăлăх туйăмĕпе, хăйĕн тĕпренчĕкĕн юратăвĕпе тулать. Хĕрарăма амăшĕ пулма Турă пилленĕ. Мĕн тери пысăк телей çакă! Çавăнпа та нумай ачаллă телейлĕ пурнăçпа пурăнакан çемьесем уйрăмах шутра.
Акă Энĕшпуçĕнче пурăнакан Ирина Николаевна Григорьева пĕрремĕш хут 17 çул каялла анне пулса тăрать. Шăпах аслă ывăлĕ Сергей тивĕçтернĕ ăна çак ята. Пурĕ - Григорьевсен çемйинче - 3 ача. Асли, Сергей, халĕ Екатеринбургри РФ пушара хирĕç кĕрешекен службăн Урал институтĕнче 1 курсра вĕренет. Хĕрĕ Ксения Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта 8 класра, ывăлĕ Виталий 1 класра вĕренеççĕ.
Ирина Николаевна 3 ача амăшĕ пулнисĕр пуçне ялти шкулта химипе биологи предмечĕсене вĕрентет, 6-мĕш класс ертÿçи. Шкулта хăйĕн вĕренекенĕсемшĕн, тăван ачисемшĕн вăл Ирина Николаевна, килте – анне. Ирина Николаевна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах 2004 çултанпа Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта ĕçлеме тытăнать. Вĕренекенсем ăна хисеплеççĕ, юратаççĕ. Ирина Николаевна хăй те ачасене чунтан юратса вĕрентет.
Кил-хуçалăхĕнче мăшăрĕпе иккĕшĕ выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Ксения амăшне кил таврашĕнче пулăшма тăрăшать, Виталий шăллĕне килти ĕçсене тума пулăшать. Григорьевсен çемйинче ачасем амăшĕн юратăвне туйса туслă, ĕçе хăнăхса çитĕнеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА