АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ тĕл пулусем иртрĕç

23 ноября 2013 г.

Ĕçлĕ тĕл пулусем иртрĕç

Районта иртнĕ черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем: «Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015, 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен», «РФ Конституцине – 20 çул» ыйтусем тавра пулчĕ.

Çавăн пекех ĕçлĕ тĕл пулусенче 2013 çулта вак тата вăтам бизнес субъекчĕсене аталантарассипе республикăри тĕллевлĕ программăна мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетни тата 2014 çулхи тĕллевсене палăртни, 2013-2014 çулсенчи шыв объекчĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе мерăсем йышăнасси.

Пирĕн района ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин руководителĕ С.Димитриев ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Ушкăн йышĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕ тата коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен управленийĕн представителĕ М.Абитов, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ А.Новиков, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕн начальникĕн заместителĕ А.Кузьминов пулнă. Чи малтанах сумлă çынсем район администрацийĕн ларусен залĕнче нумай пулмасть кăна иккĕмĕш, виççĕмĕш ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕç. Ку хутĕнче районти тепĕр виçĕ хĕрарăм çак документа тивĕçрĕç: Карăкçырмари Н.Захарова, Энĕшпуçĕнчи Е.Соколова, Вăрмар поселокĕнчи М.Голосова. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков амăшĕсене сертификатпа кăçалах усă курма васкамалла марри çинчен каларĕ, амăшĕн капиталне çулсеренех 5 процент ытла индексацилесе пыраççĕ. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин руководителĕ С.Димитриев информкун ыйтăвĕсене çутатса пачĕ. «Çитес çулхи республика бюджетĕнче 2013 çулхипе танлаштарсан сывлăх сыхлавĕн сфери валли 13 процент, вĕрентÿ валли 15 процент ытларах укçа-тенкĕ пăхса хăварнă», – терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Пĕрлехи информаци кунĕ Вăрмар хула, Арапуç, Энĕшпуç, Пинер ял тăрăхĕсенче иртрĕ.

Вăрмар поселокĕ. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин руководителĕ С.Димитриев, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕ тата коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен управленийĕн представителĕ М.Абитов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ В.Нестеров Вăрмарти «Светлана» общество пуçлăхĕпе С.Белоусовăпа тĕл пулса кунти ĕç производствипе паллашрĕç. Хальхи вăхăтра çĕвĕçсем ĕçленĕ чухне тăхăнмалли ăшă тум-тир, ĕç костюмĕсем çĕлеççĕ. Информушкăн «ОВАС» Вăрмарти çĕвĕ фабрикин ĕçĕпе те паллашрĕ. Фабрикăра ачасем валли курткăсем çĕлеççĕ. Производство хăватне ÿстерсе пынă май çĕвĕçсем, çĕвĕç пулма хатĕрленекенсем валли яланах ĕç вырăнĕсем пур. Çавăнпа та ĕçлеме килес текенсене кунта йышăнма хатĕр. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин руководителĕ С.Димитриев çĕвĕ фабрикине çитес 5 çулта миçе çĕвĕç кирлине шута илсе пĕлтермелли çинчен каларĕ, малашне ĕç рынокĕнче çак профессиллĕ ĕç вырăнĕсем валли кадрсем хатĕрлеме кирлине палăртрĕ.

Ĕçлĕ ушкăн Крупская урамри çурт-йĕр строительствипе те паллашрĕ. Кунта харăсах нумай хваттерлĕ икĕ çурт хăпартнă. Информушкăн çурта кĕрсе пĕрер пÿлĕмлĕ хваттерсемпе паллашрĕç, кунта халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ.

Арапуç ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ А.Тихонов, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ А.Новиков тĕл пулчĕç, информкун ыйтăвĕсене шкул, информаципе культура центрĕн коллективĕсемпе сÿтсе яврĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика