20 ноября 2013 г.
«Иван Петрович Криков1918 çулта Энĕшпуç салинче çуралнă. 1941 çулхи июньтен вăл – Çурçĕр-Хĕвел анăç фрончĕн 28-мĕш танк дивизийĕн 55-мĕш полкĕнче танкăн механик-водителĕ. Август-сентябрь уйăхĕсенче çапăçура аманнă хыççăн госпитальте сипленнĕ. 1943 çулхи декабрьте ăна контрразведкăн Тĕп управленийĕн «Смерш» команди валли хатĕрлекен оперативниксен курсне, вĕренÿ хыççăн И.Криков лейтенанта иккĕмĕш Белорусси фронтне яраççĕ, кунта вăл «Смерш» контрразведка пай уполномоченнăйĕ пулать. Вăл «Хĕрлĕ çăлтăр» ордена тивĕçнĕ».
Çак официаллă хута ун чухне Энĕшпуç шкулĕнче пуçламăш çар никĕсне вĕрентекен И.Крикова, вăл ыйтса çырнă хыççăн, СССР Патшалăх хăрушсăрлăхĕн Омск облаçĕнчи пай начальникĕ ярса панă.
Çак çыруранах паллă - вăл 1945-1946 çулсенче пирĕн çарсен Германири 3-мĕш Сывлăш-çар армийĕн штабĕнче службăра тăнă. 1946 çулта чире пула вилнĕ, ăна Кенигсберг (халĕ Калининград) хулинче пытарнă.
Паттăр танкист
Вăрçă пуçлансан, 1941-мĕш çултах, кĕнеке пичетленсе тухнă. Унăн ячĕ - «Паттăрсем». Çак кĕнекере Энĕшпуç каччи Иван Петрович Криков çинчен университетра пĕрле вĕреннĕ юлташĕ Н.Моис çапла çырнă:
«И.Криков танкист каллех фронта каять. Çула май пĕр каçлăха унăн Мускавра чарăнмалла пулчĕ. Тĕп хулари юлташĕсем ăна паллах кĕтмен, çавăнпа та тĕл пулу хаклăрах та кăмăллăрах пулчĕ. Вăл ĕлĕк студентчĕ, халĕ паттăр танкист. Вĕренсе пурăннă чухне выртса тăнă кравать çине ларчĕ те вăл, стена çумнерех тайăнса, фронтри юлташĕсем çинчен каласа пама тытăнчĕ. Çур çĕрте çутă сÿнчĕ. Пÿлĕмре сĕм тĕттĕм пулчĕ. Юлташăн сасси çав-çавах шăппăн илтĕнчĕ. Ирхине юлташ каланисене эпĕ пĕтĕмпех блокнот çине çырса хутăм.
... Пĕтĕм тавралăха аçа-çиçĕмлĕ асар-писер кĕрлав янратса тăрать. Таçта аякра тупăсем татти-сыпписĕр кĕмсĕртетеççĕ, çывăхрах бомбăсем, снарядсем килсе ÿке-ÿке çурăлаççĕ. Унта та кунта персе çĕмĕрнĕ танксем çунаççĕ, вут тивсе илнĕ самолетсем çĕре пере-пере анаççĕ. Нимĕн те илтĕнмест, И.Криков хăйĕн танкĕпе пĕрмаях тăшман çине кĕрет. Ун танкĕнчен инçех те мар хамăрăн пĕр танка вут хыпса илет, кĕçех ун ăшĕнчен пĕр çамрăк çын сиксе тухать. Иван Криков пăхать те - хăйĕн командирне - Борис Попова палласа илет.
- Юлташа çăлмаллах! - шухăшласа илет Криков. Вăл, Попова хăйĕн танкĕ çине илес тесе, ун патнелле çывхарать. Умра - тăшман танкĕсем. Чарăнса тăма юрамасть. Криков хăйĕн йывăр танкне тăшман çинелле тытать. Хирĕç пулнисене çĕмĕрсе иртсе каять. Попов, тăшман пулемечĕсемпе снаряд саланчăкĕсенчен асăрханса, упаленсе шăвать. Çук, тăшмана курайманнипе тарăхса тапакан вĕри чĕри чăтаймасть - Борис Попов урисем çине тăрать те Криков танкĕ патнелле чупать. Ăна тăшман танкĕ йăраланса хăвалама тытăнать. Хăвалаканĕ çине Криков ыткăнать. Борис Попов ÿкет. Вăл йывăр аманать. Вăхăтра çитсе ĕлкĕрнĕ санитар ăна тыла илсе тухать. Çĕр çинче мĕн пурри - пурте арканать, лапчăнать, çунать. Ку вут-хĕмлĕ кĕрлевре çухалать. Пирĕн танксем çав-çавах малалла - тăшман çине ыткăнчĕç. Иван Криков танкĕ чи малти ретре. Ăна хирĕç тăшман танкĕсем персе, çунтарса килчĕç. Криков тÿрех тăшманăн пĕр йывăр танкĕ çине пырать. Тăшман чăтаймасть - парăнать. Часах танка вут хыпса илет. Çунакан танкран пĕри тухас тесе асăрханарах пуçне ирĕкелле кăларать. Пĕр самант - фашист пуçĕ çавăнтах касăлса аякка сирпĕнет. - «Поповшăн!» савăнса кăшкăрать Иван Криков хăй тытса пыракан танкăн командирне - Çĕршывшăн! Анчах командир чĕнмест. Мĕн пулнă-ши ăна?
«Командир юлташ! Василий тусăм!», - тет Криков. Командир çаплах чĕнмест. Криков танкĕ кĕçех çунма тытăнать. Иван çунакан танкри экипаж командирне - Василий Стемнова туртса кăларать.
Çурăм çинче çывăх юлташ. Хыçра - çулăм хыпса илнĕ танк, умра - шыв-шурлă хăвалăх, тавралăхра - çапăçăвăн тискер кĕрлевĕ. Криков, çурăмĕ çинчи юлташăн суранĕсене хускатас мар тесе, хырăмпа шăва-шăва хăвалăха кĕрет. Вĕсем ĕнтĕ халĕ иккĕн çеç, танк та çук. Криков юлташĕн суранĕсене тирпейлĕн çыхать, шыв ĕçтерет, часах тăна пырса кĕрет. Вăл çиме ыйтать - пурăнатех иккен. Çак самантра вĕсенчен телейлĕреххи кам пулнă-ши?
Никам та пулман пулĕ çав!
В. Стемнов хăйĕн тусĕ çине пăхса илет, тусĕ консерва банкине уçать. Тавралăхра çав-çавах çапăçу кĕрлевĕ: тупăсем кĕмсĕртетеççĕ, пĕр вĕçĕмсĕр пулеметсем шатăртатаççĕ, çывăхрах снарядсем ÿке-ÿке арканаççĕ.
- Акă ĕнтĕ апат та хатĕр, - терĕ И.Криков аманнă юлташне. Командир чĕнмест. Тăшман пульли унăн пуçне шăтарса тухнă, çапла вара В.Стемнов унăн чĕрçи çинчех вилсе каять. Криков халь пĕр-пĕччен. Тутисем типсе каяççĕ, куçĕсем çунаççĕ, чĕри ыратать. Консерва банкине вăл противогаз сумкки ăшне майлаштарса чикет, юлташĕн браунингне илет.
Пĕр тĕмĕ умне шăтăк алтса юлташĕн ÿтне пытарать. Темиçе хут чарăна-чарăна çĕнĕрен хĕрсе кайнă çапăçу та лăпланать. Иван шурлăхлă хăвалăх витĕр, тĕл-тĕлпе чĕркуççи таран, тĕл-тĕлпе пилĕк таран шывра утать. Ирпеле каллех тупăсем ухлатма тытăнаççĕ, танксен кĕрлевĕ те илтĕнсе каять - каллех çапăçу пуçланать... Криков пĕрре те тăшманран шикленсе каялла чакман. Яланах вăл малта пулнă.
Икĕ уйăх хушшинче пурĕ виçĕ танк улăштарса фашистсемпе сакăр хутчен тытăçнă. Çапăçусенчен пĕринче вĕсене Н. ятлă хула çывăхĕнчи юхан шыв хĕрринче пулеметпа кĕтсе илнĕ. Нимĕçсене вăл виçĕ кун, виçĕ каç «çулнă» çав пулеметпа. Тăваттăмĕш каçĕнче пирĕннисем шывăн тепĕр енне чакнă. Криков хăй вырăнĕнчен чи юлашкинчен тăрса кĕпер патне чупнă. Шыв хĕрринче вăл пысăк чулсем хыçне пытанса ларнă. Кĕпере тăшман самолечĕсем сырса илеççĕ. Йĕри-таврах - хыçра та, умра та - çаплах бомбăсем умлă-хыçлă ÿке-ÿке çурăлаççĕ. Тимĕр кĕпер те часах арканать. Криков вырăнтан та хускалмасть. Вăхăтран-вăхăта вăл аманнипе-аманманнине пĕлес тесе урисене тĕрĕслесе пăхать. Самолетсем аяккалла иртсе каяççĕ. Вĕсем вырăнне артиллери вут-çулăм тăкма тытăнать. Хыçра нимĕçсем курăнма пуçлаççĕ, пуçĕсене каçăртса кунталла шыв хĕрринелле утса килеççĕ. Криков çумĕнчи юлташне хыпаласа ыйтать:
- Чĕрĕ-и?
- Чĕрĕ, - тет сасă.
- Апла пулсан тăр, нимĕçсем çывхараççĕ.
Юлташне вăл лента майлаштарма хушать, хăй пулеметне вырнаçтарать. Нимĕçсем çывăха çитерехпе вăл йăлтах хатĕрленсе çитет, чарăна-чарăна (лайăхрах тĕл илсе) «калаçма» тытăнать. Эх, калаçнă та вара: нимĕçсенчен хăшĕсем малалла тăрăна-тăрăна аннă, сăмсисемпе çĕр сухаланă, хăшĕсем каялла, юла пек, çаврăна-çаврăна çапăннă.
Хăш вăхăтра суранланнă Криковăн сулахай аллипе хăрах аякĕ? Тен пулемет «калаçнă» хушăра? Тен, кам пĕлет, шывра чăма-чăма ишнĕ чухне?
Унтанпа ĕнтĕ пайтах вăхăт иртнĕ. Анчах та пирĕн салтаксен вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ çамрăк ăрушăн ĕмĕрлĕхех асра юлĕ, тĕслĕх пулĕ.
Хамăрăн паттăр ентеш-салтаксене ĕмĕр-ĕмĕрех чыс та мухтав! Çакна Энĕшпуç ялĕнче яланах çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ, палăксем умĕнче тирпей-илем кĕртеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.ИЛЬИН хатeрленe.