АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Логопед пулăшăвĕ кирлĕ пулсан…

20 ноября 2013 г.

Логопед пулăшăвĕ кирлĕ пулсан…

Хăвăрăн тĕпренчĕкĕрĕн калаçу шайне еплерех тĕрĕс хак памалла; Ачан миçе çулта калаçма пуçламалла? Ача калаçма пуçласса хăçанччен кĕтмелле? Ачана специалист кирлине вăхăтра епле палăртмалла? Çакă тата ытти ыйтусем канăçсăрлантараççĕ хăйсен ачисен аталанăвĕшĕн тăрăшакан ашшĕ-амăшĕсене.

Çулталăкри ачан чи ансат ыйтса каланисене ăнланмалла, пурнăçламалла, вăйă вăхăтĕнче асăннă теттене илсе килсе памалла, пĕрремĕш сăмахсене каламалла. Енчен те çулталăк тултарнă ача пĕр сăмах та каламасть, «кăтарт», «илсе кил», «ил» йышши ыйтнисене пурнăçламасть, хăйне мухтанине е тĕрĕс мар тунăшăн ятланине ăнланмасть пулсан логопед пулăшăвĕпе усă курмалла.

Икĕ çулхи ачан 50 сăмахран кая мар калама пĕлмелле, икĕ сăмахран тăракан предложенисемпе («Шапка хыв», «Чей пар») усă курмалла, енчен те ача хăйне каланине начар ăнланать, сăмахăн пĕр сыпăкне кăна, пĕр тĕрлĕ сыпăкпа сăмахри ытти сыпăксене темиçе хутчен калать пулсан (тĕслĕхрен, теме те пĕлтерекен «нана») ăна логопеда кăтартмалла.

Виçĕ çулхи ачан сăмахсен пуххи 250 сăмаха çитет е ирттерет те, калакан предложенисем 3 сăмахран тăраççĕ, нумай япала ячĕсемпе глаголсемпе усă курать, хăйĕн ятне, миçе çултине калама пĕлет. Çак ÿсĕмри ача «çÿлти», «аялти» ăнлавсене пăтраштарать, умлă хыçлă тумалли икĕ командăна пурнăçламасть (Тĕслĕхрен, «Мечĕке ил те мана пар!»), хăй пĕлекен япала ячĕсене каламасть, тĕп тĕссене уйăраймасть пулсан ăна логопед пулăшăвĕ кирлĕ.

Тăватă çулхи ачан сăмах пуххи 250 сăмахран пуçласа 3000 сăмаха çитет, вăл хăйĕн çинчен каласа пама пултарать, калаçура предложенисен 10-15 варианчĕпе усă курать. Тăватă çул тултарнă тĕле ача тăван чĕлхе грамматикине ăнланса çитет. Çак çулта та ача «Кам?», «Мĕн?», «Ăçта?» йышши ыйтусене хуравламасть, сасăсене, япала ячĕсене падеж вĕçленĕвĕ тăрăх тĕрĕс мар калать пулсан ăна логопед кирлĕ.

Пиллĕкри ача сăмахсене тĕрĕс çыхăнтарать, пур сасăсене те тĕрĕс калать.

Сасăсене тĕрĕс мар калакан, сăмахсене тĕрĕс мар çыхăнтаракан, сăмахра юнашар тăракан хытă сасăсенчен пĕрне сиктерсе хăварса калакан ачана логопеда кăтартмалла.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, сирĕн ача сасăсене тĕрĕс мар калать пулсан çырнă чухне те вăл çакăн евĕр йăнăшсем тума пултарать. Çавăнпа та сасăсене тĕрĕс мар каланине шкула кайичченех тÿрлетмелле.

Пирĕн ача садĕнче консультаци пункчĕ ĕçлет, кунта шкул çулне çитмен ачасем пурте логопед-вĕрентекен тата педагог-психологăн квалификациллĕ консультацине тата практика пулăшăвне илме пултараççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.Дубровская, «Колосок» ача сачeн логопед-вeрентекенe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика