АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрисем каяççĕ, теприсем килеççĕ

20 ноября 2013 г.

Пĕрисем каяççĕ, теприсем килеççĕ

Çуркуннепе кĕркунне çĕршыври пиншер-пиншер çамрăксемшĕн хĕрÿ тапхăр - çар ретне тăрас ĕç пырать. Ун пирки эпир, хаçат ĕçченĕсем, тĕплĕнрех те туллин çырма тăрăшатпăр, кирлĕ ĕç тесе шутлатпăр... Çав хушăрах çак тапхăртах çĕршыв умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланисем тăван килĕсене таврăнаççĕ. Çара ăсатнă чухне хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕн хурлăх куççулĕ те тухать пулсан, таврăнакансене кĕтсе илсен - савăнăç куççулĕ.

Нумаях пулмасть Кавал ялĕнче пурăнакан Эльвира Ивановнапа Валерий Михайлович Бормисовсен çемйинче çакăн пек савăнăçлă самант пулса иртрĕ. Вĕсен ывăлĕ, Дмитрий Валерьевич, çĕршыв умĕнчи хăйĕн тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа тăван килне таврăнчĕ.

Тăванĕсенчен уйрăлни çулталăк кăна иртнĕ пулин те, пурте вăл тĕрекленсе, «арçын сăнĕллĕ» теççĕ ун пек чухне, таврăннине палăртрĕç. Уйрăмах амăшĕ хĕпĕртени паллă ĕнтĕ, анчах ашшĕн те мăнаçланмалăх сăлтав чылай. Вăл хăй те-çке иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çарта пулнă. Çарта кăна мар - вăрçăра тени те вырăнлă. Шăп та лăп çав çулсенче вăл Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа хĕрÿ çапăçусене хутшăннă. Салтаксем хушшинче чи хисеплĕ наградăна - «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Ашшĕ ятне яман ывăлĕ те. Дима аякрах мар пулин те, анчах шурлăхлă та чăтлăх вăрманлă кÿршĕ Мари Эл республикинче службăра тăнă. Вăл мĕнле чаçре пулнине уçса пама халĕ иртерех пулĕ. Тен, ку кирлех те мар. Вăл харсăр салтак пулнине хăйпе пĕрле илсе килнĕ Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ те калаççĕ.

Пĕрремĕшĕнче çар чаçĕн командирĕ О.Котков полковник Дмитрий Валерьевич Бормисов рядовой хăйĕн çар тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пыни, хăйне шанса панă хĕç-пăшалпа тата çар техникипе пĕлсе усă курни çинчен каланă. Çакăн пек ĕçчен те маттур ывăла çитĕнтернĕшĕн ашшĕ-амăшне тав тунă, Хисеп хутне те О.Котков полковник алă пуснă. 2013 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çак наградăна тивĕçнине палăртнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика