АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пÿрте кĕрсен ача сасси ян! кайтăр

20 ноября 2013 г.

Пÿрте кĕрсен ача сасси ян! кайтăр

Энĕшпуç ял тăрăхĕнче федераци, республика шайĕнчи социаллă программăсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Акă 2013 çулта Энĕшпуçĕнче пурăнакан 2 çемье «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнмалли çурт-йĕр хăпартса лартрĕç. Çавăн пекех Хуруйĕнче те çак кунсенче «Раççей гражданĕсене – хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 5 ачаллă Ивановсен çемйи валли икĕ хутлă çĕнĕ çурт хăпарчĕ. Халĕ çуртра хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем пыраççĕ.

Строительство ĕçĕсене «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи пурнăçлать. Эпир пынă вăхăтра организаци ĕçченĕсем С.Петров, Л.Иванов, В.Тимофеев, А.Михайлов иккĕмĕш хутра урай хăмисене саратчĕç. Сентябрь уйăхĕнче хăпартма пуçланă çурта кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне хута яма палăртнă.

Хуруйĕнче пурăнакан Вера Васильевнăпа Юрий Петрович Ивановсем тата вĕсен 5 ачи çĕнĕ пÿрте пурăнма куçассине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Верăпа Юра çемье çавăрнăранпа кĕçех 20 çул çитет. Шупашкара Ульяновск облаçĕнчен вĕренме килнĕ вырăс хĕрĕпе паллашнă хыççăн Юрий ăна вĕçертмен, тăван Хуруй ялне илсе килсе мăшăр тунă. Çак вăхăтра вĕсем 5 ачана çут тĕнче парнелеме пултарчĕç. Йышлă çемьере туслă ачасем ÿсеççĕ. Аслă ывăлне, Ивана, нумай пулмасть кăна кĕрхи пĕрремĕш призывпа салтака ăсатрĕç вĕсем, хĕрĕсем Римма Энĕшпуçĕнчи шкулта 11 класра, Инна 2 класра вĕренеççĕ. Кĕçĕннисем – 6 çулти Маргаритăпа 2 çулти Кирилл – килте. Кĕçĕн хĕрĕ Маргарита кашни шăмат кунах Энĕшпуçĕнчи шкула хатĕрленÿ класне çÿрет, çитес çул шкула кайма хатĕрленет. Питĕ килĕшет ăна кунта. Кашни кунах çÿреме хатĕр. Пушă вăхăтра ачасем сăрăсемпе ÿкерме, кĕнекесем вулама юратаççĕ, выляççĕ. Çемье пуçлăхĕ Юрий укçа-тенкĕ ĕçлесе илме час-часах аякка тухса çÿрет, йышлă çемьене сахал мар кирлĕ вĕт. Хальлĕхе, çурт тунă май, килте пулма тивет. Верăпа Юрий хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Чăн-чăн амăшĕ пулма Турри панă Верăна.

Пиллĕк ача çуратса вĕсене чунтан юратать вăл. Ачисене хăй варĕнче йăтса çÿренĕ чухне те лăпкă тытнă хăйне, çуралсан ачисем те канăçсăрлантарман. «Ачасемпе лăпкăн калаçмалла, нихăçан та алă çĕклемелле мар, юратмалла», - тет Вера Васильевна. Укçа-тенкĕ йывăрлăхĕ кансĕрлемен пулнă пулсан татах та ача çуратма хатĕр хĕрарăм.

Патшалăх çурт туса панăшăн Ивановсем питĕ хĕпĕртеççĕ, чунтанах тав тăваççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика