АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта криминал - унта криминалистсем

16 ноября 2013 г.

Тĕрлĕ преступленисене уçса парас ĕçре криминалист-следовательсен ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ.

Çак тытăма СССР Генеральнăй прокурорĕн хушăвĕпе 1954 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 2007-2011 çулсенче прокуратура органĕсенче улшăнусем ирттернĕ май Раççей Федерацийĕн следстви комитетне туса хунă. Халĕ çак тытăма кĕреççĕ те ĕнтĕ криминалист следовательсем.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Енри РФ следстви управленийĕн следстви комитечĕн криминалистика уйрăмĕнче çичĕ çын ĕçлет. Вĕсен тĕп тĕллевĕ следовательсене тĕрлĕ преступленисене уçса пама пулăшу парасси: преступлени тунă вырăнта тупнă япаласене тĕплĕн тишкерсе уçăмлатасси. Криминалистсем тупса палăртнă çирĕплетÿсем уголовлă ĕçе пăхса тухнă чухне пысăк пулăшу кÿреççĕ. Хăш-пĕр цифрăсем кăна илер-ха. Криминалистсем пулăшнипе 2011-2013 çулта кăна республикăра малтанхи çулсенче тунă, анчах уçса парайман 133 преступленин тупсăмне тупнă. Вĕсен шутĕнче çын вĕлернĕ - 7, сывлăха сиен кÿнипе çын вилнĕ 3 тĕслĕх.

Тахçан тунă преступленисене уçса пама криминалист-следовательсене тĕрлĕ йышши çĕнĕ хатĕрсем, эксперт тĕпчевĕ çине çĕнĕлле пăхни пулăшать. Вăхăтран юлса пыманни преступленисене уçса пама май туса парать. Ирсĕр ĕç тăвакан эпир ĕçленĕ чухне лăпкă çывăраймĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: С. АЛЕКСАНДРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика