АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç тума васкăр

16 ноября 2013 г.

Вăрмар районĕнче сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Вăрмарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрĕ» учреждени çумĕнчи çул çитмен ачасен диагностикăпа социаллă реабилитаци уйрăмĕ пĕр çул кăна ĕçлемест ĕнтĕ. Кунта тĕрлĕ пурнăç условийĕсене пула йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ăнăçсăр çемьесенчи ачасем пурăнаççĕ. Паянхи кун тĕлне çак уйрăмра - Вăрмар тата Çĕрпÿ районĕсенчи 15 ача.

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Раççейре çулсеренех Пĕтĕм Тĕнчери ача кунне паллă тăваççĕ. Çак кун ячĕпе çул çитмен ачасен диагностикăпа социаллă реабилитаци уйрăмĕнче те уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.

Уйрăмра ĕçлекен специалистсем ачасем валли кĕнекесем, канцеляри таварĕсем, теттесем, сĕтел çинчи вăйăсем пухассипе «Ыркăмăллăх кунĕ» ятпа ыркăмăллăх акцийĕ йĕркелеме йышăннă. Акци тĕллевĕ – общественноçа ăнăçсăр çемьесен ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрттарасси, вĕсене конкретлă пулăшу парасси, волонтерсен юхăмне аталантарасси.

Ыркăмăллăх акцийĕ кăçалхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 22-мĕшĕччен пырать. Ăнăçсăр тата пĕчĕк тупăшлă çемьесене пулăшас текен Вăрмар районĕн çыннисем уйрăмăн «Социаллă лавккине» кĕнекесем, теттесем, сĕтел çинчи вăйăсем, канцеляри таварĕсем илсе килме пултараççĕ.

Ыркăмăллăх акцине предприятисен руководителĕсене хутшăнма йыхравлатпăр. Енчен те эсир тимлĕх, пулăшу кирлĕ ачасене пулăшма хатĕр пулсан сире çак адреспа кĕтетпĕр: Вăрмар поселокĕ, Мир урамĕ, 5 çурт, 108 пÿлĕм. Ыйтса пĕлмелли телефон:2-32-76. Эпир кирек епле пулăшушăн та тав тăватпăр!

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: О.Петрова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика