АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашнехи ĕçсене палăртнă

16 ноября 2013 г.

Çак кунсенче Вăрмарти тĕп библиотекăра муниципаллă бюджет тытăмĕнчи культура учрежденийĕсен ертÿçисен семинар-канашлăвĕ иртнĕ.

Халăх ĕç-хĕлпе кăна мар, пушă вăхăта пĕлтерĕшлĕ ирттерес тесе те пурăнать. Ку енĕпе вара культура ĕçченĕсем тĕрлĕ енлĕ программăсемпе мероприятисем ирттереççĕ. Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пулсан та çакна тивĕçлĕн пурнăçлаççĕ вĕсем.

Ку хутĕнче çывăх вăхăтсенче туса ирттермелли ĕçсене пăхса тухнă. Çак ĕçсен планĕпе район администрацийĕн культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева паллаштарнă. Эффективлă контракт системи ĕçе кĕнĕ май ĕçе çĕнĕлле йĕркелес условисемпе тĕп библиотека директорĕ Г.Алексеева паллаштарнă. «Ачасен сывлăхне сиен кÿрекен информацинчен сыхласси» 436 номерлĕ саккунне районти библиотекăсем пурнăçа кĕртсе пыни çинчен Вăрмарти тĕп библиотекăри методика пайĕн ертÿçи Т.Федорова каласа панă.

«Пушар хăрушсăрлăхĕн чи шанчăклă объекчĕ» ята Вăрмарти культурăпа кану центрĕ тивĕçнĕ, Хисеп грамотипе парне илнĕ. «Театр яланах» конкурс фестивальте пултарулăхне уçса пама пултарнăшăн Энтриялĕнчи тата Пысăк Енккассинчи информаципе культура центрĕсенчи театр ушкăнĕсем Дипломсене тивĕçнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: С.ЩЕРБАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика