16 ноября 2013 г.
.jpg)
Манăн архивра иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ÿкернĕ фотосăнсем нумай. Хăшĕ-пĕрисене кăларса пăрахмалла кăна-ха, çук, алă çĕкленмест. Ун чухне районта пĕр-ик профессионал фото ăстаран ытла пулман. Халĕ тесен кашни шкул ачиех е аппаратпа, е телефонпа сăн ÿкерет те лабораторие кайса парать, унта мĕнле ыйтнă - çавăн пек пичетлесе параççĕ. Çавăнпа хамăн çамрăклăхра çапнисене, тĕрлĕ шĕвексем хатĕрлесе пичетленисене пĕртте юрăхсăра кăларас килмест. Вĕсем маншăн çеç мар, историшĕн хаклă пулассăн туйăнать. Ак вĕсенчен пĕри...
Аса илĕве путатăп. 1983 çул. Чăваш чĕлхипе литературине тарăннăн вĕренекен студентсем ÿнерпе çыхăннă пĕр паллă пулăма та сиктермеççĕ. Театрта премьера-и, музейра çĕнĕ курав-и, паллă çыравçăн çавра кунĕ-и - пур çĕре те ĕлкĕреççĕ вĕсем. Студентсен клубĕнче тĕл пулусем йĕркелеççĕ, чăваш телекурăмĕ йĕркелекен тавлашу-диспут передачăсене ÿкерме хутшăнаççĕ. Ак, СССР халăх артистки Вера Кузьмина 60 çулхи юбилейне палăртрĕ - тăван театрта, çуралса ÿснĕ ялĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш-Нăрвашра. Эпир те, пулас учительсем, журналистсем, сцена ăстипе курнăçас терĕмĕр. Анчах та вăхăтне тупĕ-ши вăл пирĕнпе тĕл пулма; Ывăлĕпе, хамăра тюркологи вĕрентекен А.Хусанкайпа калаçатпăр.
- Ара, кайăр та килĕшсе татăлăр, сирĕн пек маттурсемпе калаçма вăл яланах хавас, - терĕ Атнер Петрович. - Тулĕк кăнтăрла кайăр, каçпа унăн спектакльсем е репетицисем пулаççĕ. Хăш кун хăш вăхăт тĕлне пымаллине пĕлтерĕп.
Чăнах та, вĕрентекенĕмĕр сăмахне тытрĕ. Вера Кузьминична пире кĕтнине каларĕ. Палăртнă кун Шупашкарти Ленин проспектĕнчи пилĕк хутлă çурт умĕнче чарăнтăм. Пĕрремĕш хутĕнче кĕнеке лавкки пур. Шурă кирпĕч стена çине кунта чылай çул чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пурăннине пĕлтерекен Асăну хăми вырнаçтарнă. Юратнă сăвăçăм (шкулта вĕреннĕ чухнех шкулти вулавăшри Хусанкайăн пур кĕнекине те вуласа тухнăччĕ) çакăнта пурăннă иккен. Кунтанах ăна юлашки çула ăсатнă. Петĕр Хусанкай - Вера Кузьминан савнă мăшăрĕ пулнă, вĕсен ывăлĕ Атнер Хусанкай пире вĕрентет!
Хумханатăп. Картлашкасем тăрăх пусса çÿле улăхатăп. Пиллĕкмĕш хутĕнче каланă хваттерĕн электрошăнкăравĕ çине пусатăп. Мана Вера Кузьминична хăй кĕтсе илчĕ. Пĕчченех хваттерĕнче. Эпĕ кунти пÿлĕмсенче чаплă-чаплă япаласем, сĕтел-пукан, кавир-палас пур ĕнтĕ тенĕччĕ, ун пеккине питех курманскер хама мĕнлерех тытмалла-ши тесе пăшăрхантăм. Урайĕнче - килте тĕртнĕ кавир, пур çĕрте те кĕнекесем, кĕнекесем. Ман именчĕклĕхе туйнăнах Вера Кузьминична зала иртме сĕнчĕ, манпа ăшшăн-ăшшăн калаçрĕ. Эпĕ хăш енчи чăваш пулнине ыйтса пĕлчĕ. Тутарстанран тесен хавхалансах кайрĕ. «Ара, эсĕ Петĕр Хусанкай ентешех вĕт», - савăнчĕ вăл.
Юратнă артисткăна пĕрремĕш хут хамăн тăван ялăмра курнине пĕлтертĕм. Ун чухне ялта пысăк клуб çукчĕ-ха, артистсем театр «çуртне» хăйсемпе пĕрлех илсе çÿретчĕç. Ирĕклĕрех вырăна брезент карса пысăк хÿшĕ (шатер) тăватчĕç те спектакльсем кăтартатчĕç. «Кай,кай Ивана» камитри Кĕтерук, «Хура çăкăрти» Сайте сăнарĕсене юратса пăхнине каларăм. Ман калав Вера Кузьминичнана пĕр савăнтарчĕ те, пĕр тĕлĕнтерчĕ те. Ара, унтанпа вунă çула яхăнах иртнĕ вĕт.
Вăл аннерен те аслăрахскер, манпа, çамрăк студентпа, ăшшăн пуплет. Хамăн ĕнтĕ хумханни те, именни те, вăтанни те пĕтĕмпех иртсе кайрĕ пулмалла.
- Çамрăк та пултаруллă студентсемпе тĕл пулма яланах хавас. Тÿррипе калас-тăк, халиччен вĕсемпе курнăçсах курман, апла-пулин те пирĕн калаçу ăш-пиллĕн иртесси пĕртте иккĕлентермест. Çапах та пĕччен пыни интереслех мар пулĕ, пирĕн пата кăçал Мускавран М.Щепкин ячĕллĕ театр институтĕнчен вĕренсе тухнă артистсем килчĕç, вĕсене те тĕл пулăва чĕнес. Хирĕç мар-и;
Вера Кузьминична çыру сĕтелĕ хушшине ларса пулас тĕл пулăвăн хапине çырма пуçларĕ. Эпĕ сĕтел çине тимлесе пăхнине асăрхаса: «Ку сĕтеле Петр Петрович туса панăччĕ», - терĕ. Ансăр та çÿхе хăмасенчен çапса ăсталанăскере хуçи питĕ тирпейлĕн упрани савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те.
Пирĕн тĕл пулу 1983 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче иртрĕ. Вера Кузьминичнапа пĕрле 5 çамрăк артист та килнĕччĕ. Тĕрлĕ ыйтусем, тĕрлĕ темăсем... Халăх артистки Петĕр Хусанкайпа паллашни çинчен, унăн сăввисене питĕ килĕштерни пирки пĕлтерчĕ. Чи хумханулли - поэтăн «Тилли юррисем» хайлавне калани. Тĕл пулăва Чăваш теле курăмĕ ÿкерсе илчĕ. Çапла вара эпир те культура историне кĕрсе юлтăмăр.
Вера Кузьминичнапа кайран та темиçе тĕл пулнă. Мероприятисем ирттернĕ. Вăрмар тăрăхĕнче вăл темиçе çул каялла артистсен пысăках мар ушкăнĕпе пулнăччĕ. Вĕсем Петĕр Хусанкайăн пултарулăхне сцена çинчен сăнларĕç: сăввисемпе поэма сыпăкĕсене каласа, моноспектакль кăтартса.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Цыфаркин.