16 ноября 2013 г.
1974 çулта кăларнă СССР гражданинĕн паспортне Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕпе улăштарасси 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Анчах та хăш-пĕрисем тĕрлĕрен сăлтавсене пула кивĕ паспорта халĕ те улăштарман.
Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Вĕсен шутĕнче - гражданин паспорт улăштарма хăй тĕллĕн пыма пултарайманни, граждансем Раççей Федерацийĕн тулашĕнче пурăнни, çавăн пекех тата документсем улăштарасси çине ÿрĕк-сÿрĕк пăхни. Çаксене пурне те социаллă пĕлтерĕшлĕ сăлтавсем теме пулать. Анчах çак категорири çынсем хушшинче тĕне тĕпе хураканнисем те пур. Вĕсем Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортĕнче кашнин уйрăм кодне палăртаççĕ тата паспортăн эрешлĕ страницисенче 666 тесе çырни пур тесе çирĕплетеççĕ.
Раççей ФМСĕн 2012 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи 391-мĕш номерлĕ Административлă регламенчĕпе килĕшÿллĕн паспортăн иккĕмĕш страницинче кăтартнă «Личный код» реквизита палăртмаççĕ. Пиллĕкмĕш, çиччĕмĕш, тăххăрмĕш, вун пĕрмĕш, вун виççĕмĕш, вун пиллĕкмĕш тата вун тăххăрмĕш страницăсенче илемлетсе «Россия» тесе çырни пур.
Паспортăн 20 страницинчен 14-шĕнче эрешлесе номерсем лартса тухнă. Çав эрешсенче нимĕнле 666 цифра та çук. Çавăнпа та нимĕн çинчен те пăшăрханмалли çук.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Раccейeн миграци служби.