АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу хыççăн тĕл пулу

16 ноября 2013 г.

Пысăк Енккассинчи библиотекăра ЧР писательсен союзĕн, писательсен союзĕсен Пĕтĕм тĕнчери сообществин членĕпе Валентина Пугачевăпа тĕл пулу иртрĕ. Кунта пухăннисене вăл хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, сăввисене каласа пачĕ. В.Пугачева пур енчен те пултаруллă: калавсем, сăвăсем, пьесăсем çырать, çавăн пекех музыка енĕпе те маттур. В.Пугачева хăй çырнă юррине шăрантарчĕ. Библиотекăра писателĕн кĕнекисенчен хатĕрленĕ курав та йĕркеленĕ.

Çавăн пекех тĕл пулура В.Христофорова поэтăн «Аманнă акăш» кĕнеке презентацийĕ те иртрĕ. Автор хăй çырнă сăввисене чуна тыткăнламалла каласа пачĕ. Мероприятие хутшăнакансем писательницăпа тĕл пулнăшăн чунтанах савăнчĕç.

Çакăнпа пĕрлех çак кунсенчех Ангелина Павловская çыравçăпа та тĕл пулу иртрĕ. «Тăван Атăл» журналта «Вĕрене шывĕ те пылак» роман кĕскен пичетленсе тухсан питĕ юратса вуларăмăр ăна. Кĕнеке тухасса чăтăмсăр кĕтрĕмĕр. Кĕтсе илтĕмĕр. Тухрĕ çеç мар, пирĕн пата авторĕпе пĕрлех килсе çитрĕ çĕнĕ кĕнеке. Пысăк Енккассинчи библиотекăна çÿрекенсем Ангелина Ивановнăпа тĕл пулчĕç, кĕнекери сăнарăн пурнăçĕ, шăпи, кун-çулĕ çинчен нумай калаçрĕç. Йывăр шăпаллă, анчах пуласлăха шанса, ĕненсе малалла çирĕппĕн утаççĕ Çеменпе Анна. Тĕлĕнмелле ăслă, ĕçчен, пысăк та ырă чун-чĕреллĕ чăваш çыннисем пурăнаççĕ Йÿçкассинче. Вулăр, паллашăр, кĕнеке питĕ тыткăнлать.

Н.Никонорова, библиотекарь.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика