АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малти малтах пырать

16 ноября 2013 г.

Малти малтах пырать

Чăвашсем хушшинче çĕршер çул тăршшĕ «Малти кая - хуркайăксем» каларăш çÿренĕ. Кĕркунне кăнтăралла, çуркунне тăван тăрăха таврăнакан кайăксен картисен ертÿçисем улшăнса пынă: вăрăм çул, йĕпе-сапа, çил-тăманлă çанталăк...

Малта пыракана яланах йывăр пулнă, çыннăн та çĕнĕ ĕç уçасси перчетке улăштарасси çеç пулман, çапла пулин те хăйсене шанса иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи арпашуллă вăхăтра çĕнĕ экономика тытăмне кĕме хăраманнисем тупăннă. Вĕсенчен пĕрисем - Вера Михайловнăпа Владислав Михайлович Еньковсен çемйи. 1990 çулсенче Вăрмарта рынок экономикине кĕрекенсем сахал пулнă. Вĕсем вара Вăрмар поселокĕнче 1994 çулта виççĕмĕш суту-илÿ вырăнĕ уçнă. Паян кун та чи ăнăçлă ĕçлекен предпринимательсем вĕсем. Çавăнпа та «Кайри - мала» текен каларăша урăхлатса «малти малтах пырать» тени тĕрĕс пулать. Урăхла пулма та пултарайман пулĕ. Енчен те çĕршер çулсем каялла чăвашсене ытларах чухне çĕр ĕçĕ тăрантарнă пулсан, «Владимир - Хусан» чукун çулне туса пĕтернĕ май 1893 çулта Вăрмар станцийĕ витĕр пĕрремĕш пăравус иртнĕ те унпа пĕрлех станци çывăхĕнчи ялсенче суту-илÿ ĕçĕ те вăй илсе пыма тытăннă. Чи малтанах чăх-чĕп çитĕнтерсе çăмартине, аш-какайне сутнă. Производство - сĕтел-пукан тăвасси аталаннă. Каярах нумай япала улшăннă, анчах хăйсене шанса çитĕнÿ тума май пулас ĕненÿ юлнă-юлнах, темиçе вуншар çул хыççăн унăн тымарĕ хунав янă.

Вăрмар тăрăхĕнче кам-ши халĕ «Пурте кил-çурт валли» («Все для дома»), «Манăн кил-çурт» («Мой дом») суту-илÿ çурчĕсене пĕлмест. Вĕсен ĕçне йĕркелесе халăха кирлĕ тĕрлĕ продукципе тивĕçтерессипе ĕçлеççĕ те Еньковсем. Чи малтан чăнах та кил хушшинче, çемьере кирлĕ пур продукци те пур тесен йăнăш пулмасть: апат-çимĕçĕ те, гигиена хатĕрĕсемпе çурта хăтлăх кĕртмелли хатĕрсем те.

«Мой дом» лавкка хута кайнăранпа кăçал ноябрĕн 7-мĕшĕнче 5 çул çитрĕ. Кунта кил-çурта хăтлăх кĕртекен продукцисене сĕнеççĕ клиентсене В.Еньков заведующипе Н.Васильева, Р.Таратина сутуçăсем. Икĕ çамрăк хĕрарăм та пĕр вăхăталлах кунта ĕçлеме тытăннă. Çынсемпе тимлĕ те ăш-пиллĕскерсенчен кунта килсе çÿрекенсем пĕр сивĕ сăмах та илтсе курман, пачах урăхла - пурне те вĕсем кирлĕ канаш парса пулăшма хатĕр. Кирлĕ пулсан В.Никитин водитель тĕрлĕ тавар - сăрăсем - и, алăксем-и, люстрăсем-и, строительство материалĕсем-и - килех çитерсе пама пултарать. Çавăнпа та çак магазинпа çыхăну тытакансем яланах кăмăллă.

Пĕр ыркăмăллăх ĕçĕнчен те пăрăнса юлмаççĕ Еньковсем. Шкулсенче, культура, спорт учрежденийĕсенче е ытти çĕрте укçа-тенкĕпе е япалан пулăшу кирлĕ пулсассăн май кирлĕ таран пулăшу кÿреççĕ. Пĕр тĕслĕх кăна: нумай пулмасть райадминистрацинче экономика аталанăвĕпе суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова ертсе пынипе вак тата вăтам бизнес йĕркелесе пыракансемпе канашлу ирттернĕччĕ. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăнах Надежда Ильинична ĕçлĕ çынсен пĕр пайĕ ыркăмăллăх акцийĕ иртерес тĕлĕшпе Арапуçĕнчи Ваттисен çуртне кайса унта хăтлăх тупнисене парнесем парасси çинчен пĕлтерсен çак акцие хутшăнакансем хушшинче В.Енькова ячĕ чи малтисенчен пĕри пулчĕ. Ырă туни ырăпа таврăннине питĕ лайăх ăнланать Вера Михайловна. Ĕлĕкхи меценатсен ĕçне малалла тăсса пырать тени йăнăш пулмасть. Унăн ĕçĕнче «Клиент яланах тĕрĕс» текен сăмах çаврăнăшĕ тĕп вырăнта. Çавăнпа та халăх кунта туртăнать те.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика