АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтеснерсем ĕçченлĕхпе палăраççĕ

13 ноября 2013 г.

Кĕтеснерсем ĕçченлĕхпе палăраççĕ

Кĕтеснер ял тăрăхĕ 4 яла пĕрлештерсе тăрать: Кĕтеснер, Эçпепе, Кивĕ Шулхан, Çĕнĕ Шулхан. Юлашки даннăйсем тăрăх кунта 1965 çын пурăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ Кĕтеснерте пурăнакансем, пурĕ 1263 çын шутланать. Пĕр районтах ялпа ял пĕр мар. Кĕтеснерсем пĕринчен тепри ĕçченрех, пĕрне-пĕри курсах çĕр ĕçĕпе тăрăшаççĕ. Кĕтеснер çынни çĕрпе чăнласах та тухăçлă ĕçлеме пĕлнипе палăрса тăрать. Çавăнпа та кунта арендăна çĕр лаптăкĕ илес текенсемшĕн те пушă çĕрсем çук. Пурĕ 16 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, пĕр гектартан ытларах çĕр лаптăкĕсем çинче ĕçлекен уйрăм çынсен 32 хуçалăхĕ шутланса тăрать. Чи тĕреклĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсем шутĕнче «Игнатьев Ю.А.», «Федоров Ю.Б.», «Владимиров Г.В.» , «Захаров И.П.», «Краснова С.М.», Эçпепери «Яковлев В.Н.» хуçалăхсем. Вĕсем çулран-çул рынок ыйтнине, çут çанталăк условийĕсене кура хăйсен ĕçне йĕркелесе пыраççĕ, аталанаççĕ. Паянхи кун та канма вăхăт çук вĕсен.

Тĕллеве пурнăçласа - аталану çулĕпе

28 çулхи Александр Юрьевич Игнатьев чăн-чăн ял çынни, «Игнатьев Ю.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ. Йывăрлăхсене парăнмасăр тăван районта ял хуçалăх ĕçне аталантарассипе тăрăшать. Вăл пирĕн районта 30 çула çитмен çамрăксем хушшинче хресчен (фермер) хуçалăхĕ ертсе пыракан пĕртен-пĕр çын.

Çĕр ĕçĕ мĕн ачаранах туртнă Сашăна хăйĕн патне. Поселокра пурăннă пулин те канмалли кунсене ялта ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ирттернĕ. Ял пурнăçĕ илĕртнĕрен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухать. Алла диплом илсенех «Игнатьев А.Ю.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелесе ярать. Александр Юрьевич 2011 çулта ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви çамрăк граждансем хушшинче хăйсен ĕçне пуçарса яма пулăшакан грантсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ конкурса хутшăннă пулнă. Ахальтен хутшăнман вăл ун чухне çак конкурса, «Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси, сĕт туса илесси тата нумай çул хушши ÿсекен курăксем çитĕнтересси» темăпа бизнес-план тăратса вăл 300 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Хăйĕн бизнес-планне вара пурнăçа кĕртме пĕтĕм вăй-халне панă, паян вара аталану çулĕпе пырать.

Кĕтеснерте вырнаçнă мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетмелли фермăра паянхи куна ăратлă хура-ула тĕслĕ 80 пуç ĕне, пăрусем тытать А.Игнатьев. Çемье подрячĕпе ĕçлеççĕ вĕсем кунта: Александрăн ашшĕ, амăшĕ, тăванĕсем. Ирхине ирех фермăна килсе ĕç пуçлаççĕ Игнатьевсем. Кĕтеснерте пурăнакан Р.Федоровпа О.Пегей выльăх пăхакансем темиçе çул çамрăк фермер патĕнче тăрăшаççĕ. Эпир пынă вăхăтра вĕсем лаша кÿлсе уйра хатĕрлесе хунă утă тюкĕсене фермăна турттаратчĕç. Çавăн пекех В.Шульц, А.Константинов хуралçăсем, А.Мрзукова выльăх-чĕрлĕхе чунтан юратакансем А.Игнатьев патĕнче тăрăшулăх кăтартаççĕ. Александр Юрьевичăн амăшĕ те фермăран талма пĕлмест, суса илнĕ сĕте тирпейлет тата ыттине те пурнăçлать, çăмăл мар ĕç суйласа илнĕ тÿрĕ чунлă ывăлне тĕрĕс канаш парса пулăшать.

Хуçалăхра 300 гектар çĕр çинче тыр-пулпа кăшман лартса ÿстереççĕ, утă-улăмне те хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех кăçал 40 гектар çĕр çинче çĕр улми туса илнĕ. Тĕп тупăш, паллах, выльăх-чĕрлĕх ашĕнчен. Ку енĕпе вĕсем районти кафе-столовăйсемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Суса илнĕ сĕте вара кашни кунах Канашри «Молочный двор» предприятинчен килсе илеççĕ. Пĕр литр сĕте хальлĕхе 18 тенкĕпе вырнаçтараççĕ. Темĕнле йывăрлăх сиксе тухсан та алă усма пĕлмест хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи, хăйĕн ĕçĕпе савăнма пĕлет, районти ял хуçалăх аталанăвĕнче хăйĕн те тÿпе пурришĕн кăмăллă вăл.

Малашнехи тĕллевĕсем те пысăк унăн.

 

Çемье хуçи пурнăç тытать

Ялта урамсенче чылай кил тĕлĕнче тĕрлĕ ял хуçалăх техники ларать. Хăшĕ- пĕрисем техникăпа уя, пахчана тислĕк илсе тухаççĕ, теприсем кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ. Акă Анатолий Иванович Александровăн килĕ тĕлĕнче плуг çакнă «Беларус» трактор ларать. Кил хуçи унпа кĕрхи суха туса кĕнĕ иккен. Эпир пынă вăхăтра мăшăрĕпе, Елена Николаевнăпа, иккĕшĕ выльăхсем патĕнче тăрмашатчĕç. Александровсем хуçалăхра 2 ĕне, 2 пăру, сыснасем йышлă усраççĕ. Кăçал вĕсем тырă, 4 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ, уттине чылай лаптăк çинчен çулса илнĕ. Анатолий Ивановичăн хуçалăхĕ ялта йĕркеленнĕ пĕрремĕш хуçалăхсенчен пĕри. Çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ кукашшĕне асăнса ăна вăл унăн ячĕпе «Левентей» ят панă. Çапла А.Александров 10 çул ытла çĕр çинче тăрăшакан «Левентей» уйрăм çын предприниматель шутланать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Лапсарта ĕçлекен ывăлĕ Олег ашшĕ-амăшĕ патне пулăшма килсе çÿрет. Хĕрĕ суту-илÿ тăвать. «Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене çăмăл килмест. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем йÿнĕ мар, туса илнĕ продукци хакĕ тикĕс мар. Çулпа çул пĕр килменнине кура хăçан мĕн лартса туса илессине планласа хума май çук. Пĕлтĕр ку е вăл ял хуçалăх продукцине рынокра хапăлласа лайăх хакпа йышăнни кăçал çак продукци хакĕ пĕлтĕрхи пек аван пулать-ха темелли çук. Кунта çанталăк условийĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Çавăнпа та эпир, çĕр ĕçченĕсем, кашни çулах тĕрлĕ культурăсемпе ĕçлеме тăрăшатпăр», - тет А.Александров.

 

Ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

Çав вăхăтрах хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелемен пулсан та хăйсен вăйĕпе уйрăм хуçалăх тытса пыракансем те маттур.

Кĕтеснерте пурăнакан Надежда Васильевнăпа Рудольф Васильевич Сергеевсем вĕсенчен пĕрисем. Вĕсем 8 гектара яхăн çĕр çинче ĕçлесе пурăнаççĕ, кăçал та çак лаптăк çинче çĕр улми, утă, тĕш-тырă çитĕнтернĕ. Паллах, ĕççи вăхăтĕнче пулăшусăр май килмест. Йышлă тăванĕсем Сергеевсене пысăк пулăшу параççĕ. Надежда Васильевнăн пĕр тăванĕсем, мăшăрĕн пиччĕшĕ çемйипе кирек-епле ĕçре те хастар. Хуçалăхра пур ĕçе пурнăçламалли техника та пур. Çу каçипе ĕçлесе ывăннă хыççăн канмалла пек туйăнать çĕр ĕçченĕсен, вĕсем вара ĕçсĕр ларма хăнăхман. Эпир пынă вăхăтра та Надежда Васильевна пахчара тислĕк салататчĕ. Мăшăрĕ вара, Рудольф Васильевич, хĕл каçипех Мускава ĕçлеме çÿрет. Картишĕнче тĕреклĕ ÿссе çитĕннĕ вăкăрсем тăраççĕ. Витере вара пĕчĕкреххисем, хĕл каçма хатĕрленекеннисем. Пурĕ 11 вăкăр пăхать Надежда Васильевна кил хуçалăхĕнче. Сергеевсен çемйинче виçĕ ача: икĕ хĕр те пĕр ывăл. Н.Сергеева «Поддержка» страховани компанийĕн Вăрмарти уйрăмĕн страхлакан агенчĕ. «Йăлтах ачасемшĕн, вĕсене вĕрентессишĕн, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересишĕн тăрăшатпăр», - тет ырă кăмăллă виçĕ ача амăшĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика