13 ноября 2013 г.

Çут çанталăк... Мĕнле ырă та илемлĕ вăл пуриншĕн те. Ăна курсан çын савăнать, унпа пĕрле чĕрĕлет, вăй-хал пухса ĕçлеме пуçлать. Тÿпери кăтра пĕлĕтсем, эрешлĕ вĕрене çулçи, пас тытнă çинçе турат, улăхри хăлха курăкĕн сарă чечекĕсем... Кама килентермĕç вĕсем; Çут çанталăк çын пекех чĕрĕ, унăн та хăйĕн ăсĕ пур, вăл шухăшлать, аталанать тата хăйĕн саккунĕсемпе пурăнать», - тенĕ Петр Маркин писатель. Эпĕ унăн шухăшĕпе килĕшетĕп, мĕншĕн тесен хăш-пĕр чухне çут çанталăк пире, çынсене, ăса вĕрентсе илес тет пулмалла. Пĕрре пире хăйĕн пур ырлăхĕпе килентерет, тепре çынсен чунсăрлăхне кăтартма тăрăшать.
Юлашки тапхăрта этем хăйне çут çанталăкăн «чăн-чăн хуçи» тесе шутлать пулинех: хальччен çырма-çатрара симĕс курăк ешернĕ пулсан халĕ тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тулнă. Ял хушши «çÿп-çап масарĕ» тейĕн: эмел хучĕ, пластик кĕленчесем, çĕтĕк калуш, шăтнă чашăк, сумран тухнă матрасĕ...
Анчах çак пулăма хирĕçле ÿкерчĕк те тĕл пулать: хĕвел çуттинче çиçсе ларакан пÿртсем, хăтлă хуралтăсем. Çут çанталăк - паха тупра, ăна пирĕн упрамаллах, унăн илемĕшĕн тăрăшмалла. Хамăр хыççăн асăнмалăх-савăнмалăх ырă ĕç тумалла. Паллах, ырă ĕç тăвакансем пур-ха, çакна эпĕ Пысăк Енккасси шкулĕнче вĕренекен икĕ кадет класĕ пирки çырасшăн. Вĕсем Вячеслав Николаевич Ивановпа пĕрле шкула пырса кĕрекен çулпа юнашар улма-çырла тĕмĕсем лартса хăварчĕç. Çеремне В.Сергеев фермер сухаласа панă. Галина Ивановнăпа Юрий Порфирьевич Архиповсемпе шкул ачисем тĕмсем илсе килнĕ. Хальлĕхе ачасем 150 тĕм кăна лартса хăварма пултарнă, анчах та шанас килет, ачасем лартса хăварнă сад çуллен сарăлса пырĕ. Кашни çуркунне тавралăха илем кÿрсе çынсене савăнтарĕ, анчах çав сад пуласлăхĕ каллех çынсенчен килет. Çавăнпа та пирĕн çут çанталăкăн тăшманĕ мар, тусĕ пуласчĕ, унăн пуянлăхĕпе, ырлăхĕпе çеç усă курас марччĕ, ăна та кирлĕ вăхăтра пулăшасчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ИВАНОВА.