13 ноября 2013 г.

Иртнĕ кунсенче районта ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн уявĕ пулнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Унта тĕп хуламăртан та паллă та ятлă-сумлă çынсем килнине çырса кăтартнăччĕ.
Çапла вара Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, «Россельхозбанк» АУОн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕн заместителĕ Н.Федотов, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри Çĕрпÿ уйрăмĕн управляющин заместителĕ О.Зверева, «Росгосстрах» тулли мар яваплă обществăн пай начальникĕ Е.Эверскова, «Альфа-Агро» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Д.Ярынкин, «Акконд-Агро» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов çу каçипе тар кăларса ырми-канми ĕçленисене сума суса хисеплеме, чыс туса пурин кăмăлне те çĕклеме, çитес çул татах та лайăхрах ĕçлеме вăй-хăват пама килнĕ тесен тĕрĕсрех пулĕ. Вĕсем ĕçре уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысларĕç.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе, ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн уявĕ ячĕпе райадминистрацин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, хаклă парнесем пачĕç:
Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн тата кăçалхи вырмана ăнăçлă вĕçленĕшĕн «Иванов Владимир Анатольевич» хресчен (фермер) хуçалăха пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа чысланă. Вĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3089 гектар çинчен пухса илнĕ, вăтам тухăçĕ пĕр гектар пуçне шутласан 20 центнер тухнă. Хуçалăх руководителĕ - В.Иванов. Ку енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществине иккĕмĕш степеньлĕ Диплом панă. Вĕсем 1765 гектар çинчен (пĕр гектартан 20,1 ц) тĕш-тырă пухса кĕртнĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ - Н.Петров. Виççĕмĕш степеньлĕ Диплома «Ямуков Геннадий Николаевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕ тивĕçнĕ. Вĕсем 1002 гектар çинчен (пĕр гектартан 33 ц) пухса илнĕ.
Çĕр улми туса илессипе пĕрремĕш степеньлĕ Диплома «Ямуков Геннадий Николаевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕ илме пултарчĕ. Вĕсем çĕр улмие 300 гектар çинчен (пĕр гектартан 285 центнер) пухса кĕртнĕ. Ку енĕпе «Иванова Ольга Анатольевна» хресчен (фермер) хуçалăхĕ иккĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Вĕсем 75 гектар çинче (пĕр гектартан 140 ц) туса илнĕ. Хуçалăх руководителĕ - О.Иванова. Çĕр улми туса илес енĕпе лайăх кăтартусемшĕн виççĕмĕш степеньлĕ Диплома «Арманов Владислав Клементьевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕ тивĕçнĕ. Вĕсем 50 гектар çинчен пĕр гектар пуçне шутласан 173,4 центнер пухса кĕртнĕ. Хуçалăх руководителĕ - В.Арманов.
Хăмла çитĕнтересси те районта çулсерен аталансах пырать. Ку енĕпе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăна пĕрремĕш степеньлĕ Диплом пачĕç. 24 гектар çинче (пĕр гектартан 16,8 ц) çитĕнтернĕ. Руководителĕ - С.Дмитриев.
Аш-какай туса илессипе (100 гектар çĕр пуçне шутласан 175 центнер) «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Сĕт туса илессипе «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă. 100 гектар çĕр пуçне шутласан - 106,2 центнер. Руководителĕ - П.Крылов.
Районти машинăпа трактор паркĕсене пуянлатса, энергие перекетлес, çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртсе пырассипе «Передовик» тулли мар яваплă общество пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Хуçалăх руководителĕ - В.Кандаков.
«КЕЙС», «АГРОС», «ДОН» йышши комбайнсемпе ĕççине хутшăннă «Иванов Владимир Анатольевич» хресчен (фермер) хуçалăхри А.Васильев комбайнер 3100 тонна çапса тĕшĕленĕшĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
«Нива» комбайнпа 830 тонна тĕш-тырă тĕшĕлесе илнĕшĕн «Ямуков Геннадий Николаевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи С.Николаев комбайнера Хисеп грамоти панă.
Кĕрхи çĕртме тунă çĕрте ывăнма пĕлмесĕр тăрăшнă Н.Петров тракторист («Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО), çавăн пекех кăçал кĕрхи культурăсем акнă çĕре хутшăннă «Иванов Владимир Анатольевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Д.Кириллов тракторист «Чи лайăх механизатор» ятсене тивĕçнĕ.
«Чи лайăх доярка» ята «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăри А.Константиновăна панă. Ăна Хисеп грамотипе наградăланă.
«2013 çулхи чи лайăх чăх-чĕп пăхакан» ята «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинчи Г.Романова тивĕçнĕ, Хисеп грамотипе наградăланă.
Ял хуçалăх производствине аталантарассишĕн нумай çулсем тăрăшса ĕçленĕшĕн, ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн уявĕ ячĕпе Хисеп грамотине тивĕçнисем:
- М. Миронов, С.Ямукова - «Ямуков Геннадий Николаевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи рабочисем;
- М.Михайлова рабочи, В.Сотников лашапа ĕçлекен - «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики»;
- «Шигали» ял хуçалăх производствин кооперативĕнчи И.Прокопьева доярка, С.Поршева склад заведующийĕ;
- «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн исполнительнăй директорĕ И.Крылов;
- Т.Кораблевапа Ю.Моисеева «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăри хăмлаçăсем.
«Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин Мăнçырмари ветеринари участокĕн заведующине - Э.Совельевăна ĕçре палăрнăшăн тав тунă.
- Çанталăк кирек мĕнле тăчĕ пулин те çĕр çыннисем кĕрхи ĕçсене вĕçлессишĕн çине тăрса вăй хучĕç. Чарăнма пĕлми çăвакан çумăр витĕр ĕçлесси пĕрре те çăмăл пулмарĕ пулин те ÿстернĕ пĕтĕм тухăçа ăнăçлă пухса кĕртсе хисепе тивĕçрĕç. Районта пурăнакан кашни çын тенĕ пекех районăн, харпăр-хăй хуçалăхĕн, ял пурнăçне лайăхлатассишĕн вăй хучĕ. Пысăк тав сире пуриншĕн те, - тесе уяв ячĕпе тепĕр хут саламларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин. - Малашне те эсир пултаруллă та хастар пуласса, ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласса шанатăп, - терĕ вăл ял хуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе каланă салам сăмахĕсене вĕçленĕ май.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.