АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă пулăшу

13 ноября 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев видеоконференци мелĕпе Раççей премьер-министрĕ Д.Медведев ирттернĕ ларăва хутшăннă. Унта Правительствăн Информаци технологийĕсене, пурнăç пахалăхне тата предприниматель ĕç-хĕлне тытса пымалли условисене лайăхлатма усă курас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ĕçне тишкернĕ.

Информаци технологийĕсемпе патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене кÿме усă курни граждансен пурнăç пахалăхне, предпринимательлĕх енĕпе ĕçлемелли условисене лайăхлатас тĕллевлине палăртнă. «Тĕп тĕллев - патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли майсене анлăлатасси, коррупципе çыхăннă хăрушлăха чакарасси. Пирĕн граждансемпе патшалăхăн меллĕ хутшăнăвне йĕркелемелле. Ку тĕслĕхре патшалăх вырăнĕнче - «Электрон правительство». Çавăнпа унăн пĕр тытăм пулмалла, вакласа яма юрамасть», - тенĕ Д.Медведев.

РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕ Н.Никифоров кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем кÿрекен органĕсен çынсенчен влаç органĕсенче документсемпе информацие пурне те ыйтма юраманни пирки каланă. Чиновниксен ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвĕпе усă курса кирлĕ документсене хăйсен пухмалла. Паспорт, водитель удостоверенийĕ (пĕтĕмпе - 19 ят) - çынсем хăйсем упракан çакнашкал документсене кăна ыйтмалла. Министр палăртнă тăрăх - ведомствăсен хушшинчи çыхăну тытăмне влаçăн тĕрлĕ тытăмĕ документсене хутпа мар, электрон мелĕпе улăштарса илтĕр тесе тунă. ЧР Информполитика министерствин кăтартăвĕсем тăрăх - ноябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне асăннă порталта республикăра пурăнакан 36,5 пин ытла çын регистрациленнĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май М.Игнатьев чиновниксем ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвĕн тытăмĕпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика