09 ноября 2013 г.

Çывхарса килекен шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн профессиллĕ уявĕ умĕн умра выртакан çырусемпе, тĕрлĕ пулăмсене çирĕплетекен хутсемпе паллашса, Инçетри Çурçĕрте пурăнакан 76 çулхи Николай Иванович Криков ветеран-ентешĕн сумлă ĕçне-хĕлне хакласа унăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ çинче чарăнса тăрас килет.
Н.Криков 1937 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Иван Алексеевич, 1942 çулта Ленинград çывăхĕнчи Синявински шурлăхĕсенче паттăрла çапăçса хыпарсăр çухалнă. Кайран ывăлĕ вăрçăн вутне кĕрсе Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ салтакăн шăпине тĕпчесе архивсенче шыраса пăхнă. Амăшĕ, Зоя Егоровна, йывăр та асаплă лару-тăрура ывăлпа хĕре пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ 73 çулхи Галина Ивановна Коля ывăлĕпе ялта пурăнать.
Н.Криков малтан ялта вĕреннĕ, унтан Ăвăс-пÿрт Кипечри шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Салтак атти тăхăнса çара каиччен виçĕ уйăх çурă Канашри автомотоклубра вĕреннĕ, тăван колхозра «НАТИ» трактор çинче прицепщикре ĕçленĕ, çăмăл машинăпа шофер пулса хуçалăх ертÿçине те турттарнă.
1957 çулта вĕри чĕреллĕ çамрăк çара каять. Вăл Северодвинск хулинче Çурçĕр Çар флочĕн инженери службинче шофер пулса службăна тăсать. 1959 çулта ăна тыр-пул пуçтарма Кустанай облаçне яраççĕ. Кунта тăрăшулăхпа пуçарулăх кăтартнăшăн Н.Крикова Çурçĕр тинĕс флочĕн командованийĕн Хисеп грамотине парса чысланă тата «За освоение новых земель» паллă парса хисеп тунă.
1960 çулта виçĕ çул çурă хĕсметре тăнă хыççăн маттур салтак Северодвинск хулинех юлма шутлать. Виçĕ уйăх вĕренсе ăс пухсан слесарь-сборщик свидетельствине алла илет. Ĕçлес, пурăнас кăмăллă хастар чăваш çамрăкĕ. Икĕ çул хăватлă атомлă кимĕсем тăвакан заводра ĕçлет. Малалла вĕренес шухăш пуçран тухмасть. 1962 çулта комсомол чĕннипе малтанах Ленинградри милици шкулне, кайран куçăмсăр майпа Шалти ĕçсен министерствин Аслă милици училищине пĕтерет. Уголовлă шырав ĕçĕнче 30 çула яхăн следовательте саккуна пăснă тĕрлĕ тĕслĕхсене уçса панă. Н.Криков милици майорĕ чăн-чăн йĕрке хуралçи пулнине кăтартнă. Вичкĕн куçлă, çирĕп чунлă, йывăрлăхсенчен хăрамасăр службăри тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, преступленисем тăвассине хирĕç кĕрешессипе малтисен ретĕнче тăнă. Йĕркелĕх хуралĕнче ответлăха туйса пуçарулăх кăтартнă, яланах инкек килсе тухсан çынна пулăшу парассине малти вырăна хунă.
Унăн ырă ĕçĕсене палăртса тĕрлĕ Хисеп хучĕсем, «Службăри тивĕçе лайăх пурнăçланăшăн» 1 тата 2 степеньлĕ, «Милици отличникĕ», «50 лет Советской милиции», «200 лет МВД России», «Ĕç ветеранĕ» медальсем парса чысланă, Северодвинск хулинчи Хисеп хăми çине унăн сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă.
Вĕри чĕреллĕ патриот час-часах вулакана кăсăклантаракан, кун-çулăн çивĕч ыйтăвĕсене тапратса хулари «Вечерний Северодвинск», «Северный рабочий» хаçатсенче статьясем пичетленĕ.
1990 çулта милици майорĕ Н.Криков отставкăна тухнă. Çуллахи вăхăтра ĕç ветеранĕ дачăра хăйĕн мăшăрĕпе Лидия Николаевнăпа пурăнать. Вĕсем 50 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе упраса пурăнаççĕ, Николай Ивановичпа Лидия Николаевна пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсен туслă çемйи çак кунсенче ăшă кулăпа, савăнăçпа тулчĕ. Сăлтавĕ - юратнă мăнукĕ Денис Раççей çарĕнче службăна татса тăван киле таврăнни.
Час-часах Николай Иванович аякри ачалăхра чупнă тăван çĕре аса илет. Çирĕп чунлă ентеш хăйĕн çырăвĕсенче чунтан тухакан ăшă сăмахсемпе тăвансене, çывăх çыннисене, ял-йыша палăртса тав тăвать.
Йывăр кун-çул витĕр тухнă отставкăри милици офицерне, юратнă çемье пуçлăхне, хисеплĕ ентеше çывхарса килекен уявпа саламласа ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.КРИКОВ.