09 ноября 2013 г.
1962 çултан пуçласа Совет Союзĕнче, (каярах Раççей Федерацийĕнче) Милици кунне уявланă. 2011 çулхи мартăн пĕрремĕшĕнче «Полици çинчен» саккун ячĕ кивелнĕ. Çавăнпа та РФ Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнчен ăна «Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ» тесе уявлама йышăннă.
Историе тата маларах кĕрес пулсассăн, çакă паллă - вăл хăйĕн тымарне 1715 çултан илет. Çав çул ĕнтĕ Пĕрремĕш Петĕр император общество йĕркелĕхне сыхлакан служба йĕркеленĕ, ăна «полици» ят панă. Грек чĕлхинчен вăл «патшалăха ертсе пырасси» тесе куçать. 1917 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче РСФСРăн Шалти Ĕçсен Халăх Комиссариачĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн рабочи милицийĕ йĕркеленĕ. «Пĕтĕм çĕнни малтан тĕплĕн манса кайни» - тени тÿрре килсе тухать иккен. Куратпăр - каллех полици патне таврăнтăмăр.
Источник: "Урмарская районная газета"