09 ноября 2013 г.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче преступлени ан пултăр тесе çанна тавăрсах вăй хураççĕ, тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ, куçа-куçăн курса калаçаççĕ. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи кăтартусене илес пулсан, 2851 заявление шута илнĕ.
Çакă пĕлтĕрхи ку вăхăтрипе танлаштарсан 29,5 процент нумайрах. Преступленисем ытларах ют çын пурлăхне çаратассипе çыхăнни нумайрах (31,7 процент), çынна хĕнесси, вĕлерессипе хăратасси (26,4 процент), экономика енĕпе преступлени тăвасси (13,5 процент) те ÿснĕ. Преступленисене ытларах малтан та çак ĕçсене пурнăçланисемех тепĕр хут тунă - сăлтавĕ чылай чухне эрех ĕçнинче. Кун пек çынсемшĕн тинĕс те чĕркуççи таран кăна, теççĕ - «симĕс çĕленпе» туслашсан пушшех те. Районти ял тăрăхĕсемпе илес пулсан, преступленисем ытларах Вăрмар хула тăрăхĕнче (63), Кĕтеснер (16), Кавал (11), Арапуç (9), Пинер, Энĕшпуç, Кивĕ Вăрмар (7-шер), Пысăк Енккасси, Тикаш, Энтрияль (4-шар), Кĕлкешпе Чулкас тăрăхĕсенче (2-шер) пулнă. Право йĕркисене тытса пырас тĕллевпех «Хăрушсăрлăх хула» ятлă мероприяти тăтăшах ирттеретпĕр. Çак тĕллевпех район территорийĕнче 6 видеокурав камери лартнă. Çавăн пекех «2012-2016 çулсенчи хăрушлăхсăр муниципаллă пĕрлĕх» ятарлă программа пурнăçланать. Административлă право йĕркисене пăснă тĕслĕхсене шута илсе 102 протокол çырнă. Çул çитмен ачасем право йĕркисене ан пăсчăр тесе те тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттеретпĕр. Çак вăхăт тĕлне право йĕркисене пăснă 20 ачана учета илнĕ, 13 ачана административлă явап тыттарнă. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаннисене 130 тĕслĕх тупса палăртнă. Юлашки 9 уйăхра хĕç-пăшала право йĕркисене пăхăнмасăр упранăшăн (29), хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн (49), алкоголе хирĕçле саккуна пăснăшăн (724), килте эрех туса сутнăшăн 18 тĕслĕх регистрациленĕ. Район территоринчи çул-йĕрсем çинче те инкексем пулсах тăраççĕ. Çак вăхăт тĕлне 19 аваринче 20 çын аманнă, 3 çын вилнĕ. Ÿсĕрле руль умне ларнине пула - 6, ачасен тимсĕрлĕхне пула 7 авари пулнă. Çул-йĕрсем çинче административлă право йĕркисене пăснă 2627 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсенчен 771-шне - «Арена» автоматла прибор ĕçленипе. Темĕн чухлĕ асăрхаттарсан та руль умне ÿсĕрле ларакансем тупăнсах пыраççĕ, ниепле те вĕсем çул çинче хăрушлăх кăларса тăратнине йышăнасшăн мар. Кун пек пулин те пирĕн ĕç малаллах пырать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.СОФРОНОВ, полици начальникeн заместителe.