09 ноября 2013 г.

ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕнче салтак хĕсметне кайма пуçтарăннă 12 çамрăка курсан темшĕн 30 çул каяллах сарăлнă вырăсла юрă йĕркисем аса килчĕç:
«Призыв каллех пуçланчĕ кĕркунне,
Приказ кăларчĕç - салтака эп кайрăм.
Анне сăран хитре-пушмаксене
Васкавлăн сентрене хурайрĕ...»
Паллах вуншар çул каяллахипе хальхи çар пурнăçне танлаштараймăн - приказне те Оборона министрĕ кăлармасть, салтака халь РФ Президенчĕн Указĕпе илеççĕ, икĕ е виçĕ çула та мар - çулталăка. Анчах арçыннăн таса тивĕçне, çар присягине пурнăçласси çавăн пекех çирĕп юлнă. Çакăн çинчен каларĕç те салтак тумне паян-ыран тăхăнакан çамрăксене ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ, запасри подполковник В.Ляшенко, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков (сăмах май вăл нумай вăхăт хушши Вăрмар çар ĕç комиссариатне ертсе пынă) тата Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров (вăл та отставкăри полковник).
Салтак пурнăçĕ, вăхăчĕ халĕ кĕскерех пулсан та, çăмăл тесе калаймăн. Çакăн пек лару-тăрура çамрăксем чăн-чăн арçын пулса тăраççĕ, арçын туслăхĕ мĕне тăнине туйса ăна хаклама вĕренеççĕ.
Юлашки çулсенче Оборона министерствинче пулса иртнĕ улшăнусем çинче те чарăнса тăчĕç çар службинче пулнă офицерсем. Пур чаç те халь çар ыйтăвĕсене вăрçă вăхăтĕнчи пек татса пама пултарать - тулли мар чаçсем çук. Апат-çимĕç шайне те халĕ çÿллĕ шая çĕкленĕ, пушă вăхăт та чылайрах. Салтаксен амăшĕсен республикăри комитечĕ тăрăшнипе халĕ çар ретне тăракана тата кунта юлакан çемьери пĕр çынна карас телефонĕн СИМ-карттине параççĕ. Сăмах май, ăна çак кун çара тухса каякансем пурте илнĕ.
Юлашки команда: «Машинăсем (автобус ĕнтĕ) çине!» Ăсатакансем хыçа юлаççĕ. Малалла вара çулталăклăх çар хĕсмечĕ.
Каллех леш юрă йĕркисемпе вĕçлес килет:
Призыв каллех пуçланчĕ кĕркунне,
Приказ кăларчĕç - вăхăт кил енне.
Анне каллех сăран пушмаксене
Кăларĕ кирза атă вырăнне.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Толматов