09 ноября 2013 г.

XXI ĕмĕрте информаци уçлăхĕнче интернет пысăк вырăн йышăнать, вăл нумай енлĕ информаци парать. Унпа пĕрлех хаçат-журналсем те вулакансене хăйсен интереслĕ статйисемпе вулакана тыткăнлаççĕ. Республикăра, районсенче тухса тăракан пичет кăларăмĕсем влаç органĕсен, муниципалитетсен, инфратытăм аталанăвĕн ĕç-хĕлне, ĕç çыннисен пурнăçне анлăрах çутатма тăрăшаççĕ.
Пирĕн районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат та район пурнăçĕпе ĕç-хĕлне туллин сăнарлать. Çавăнпа та «Хĕрлĕ ялавпа» туслисен йышĕ ÿссе пыни савăнтарать. Хаçат-журнал çырăнтарассипе «Раççей Почти» федераллă патшалăхăн унитарлă предприятийĕн службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн районти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ тĕллевлĕ ĕçлет. Унăн пуçлăхĕ С.Риманов палăртнă тăрăх, хаçат-журналсемпе вулакансене вăхăтра тивĕçтерес тесе 46 почтальон тăрăшса вăй хурать. Çырăнтару кампанийĕ пынă май вĕсен яваплăхĕ татах та ÿссе пырать. Çырăнтару енĕпе ĕçлекен В.Лаврентьева специалист каланă тăрăх, «Хĕрлĕ ялав» хаçата иртнĕ çырăнтару кампанийĕнче хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчи почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем лайăх йĕркеленĕ. Сăмахран, Мăнçырмари почта çыхăнăвĕн уйрăмне илер-ха. Унăн начальникĕ Елена Ивановна Николаева ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пынипе Г.Николаева, Л.Ахвандерова, О.Григорьева почтальонсем тăрăшнипе асăннă уйрăмра район хыпарçине иртнĕ çырăнтару кампанийĕнче 315 экземпляр çырăнтарнă. Елена Ивановна 10 çул ытла почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ пулса тăрăшать, çынсемпе яланах тарават та ырă кăмăллă вăл, хăйĕн ĕçне пысăк тăрăшулăхпа пурнăçласа пырать. Л.Ахвандерова почтальон Эçпепе тата Кивĕ Шулхан ялĕсенче пурăнакансем патне «Хĕрлĕ ялав» тата ытти хаçат-журнала яланах вăхăтра çитерет.
Çавăн пекех Кивĕ Вăрмарти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче тăрăшса вăй хуракан Л.Максимова, Л.Алексеева почтальонсен, Л.Сереброва уйрăм начальникĕн тăрăшулăхне палăртса хăвармалла. Вĕсем иртнĕ çырăнтару кампанийĕнче район хаçатне 300 экземпляр çырăнтарнă. Вăрмар поселокĕпе ĕçлекен Е.Петрова, И.Васильева, Н.Степанова, С.Каланова, Н.Иванова почтальонсем те пысăк тăрăшулăхпа ĕçлеççĕ, вĕсем тăрăшнипе «Хĕрлĕ ялав» хаçата чылай вулакан паян илсе тăрать.
Çавăн пекех Арапуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ĕçченĕсене Н.Виссарионовăна, Г.Тимофеевăна, уйрăм начальникне Н.Ионовăна, Кĕтеснерти Г.Алексеевăна, Н.Константиновăна, Чулкасри Г.Федоровăна, Н.Петровăна, Т.Алексеевăна, Тикашри А.Ивановăна, Ю.Нарсовăна, Г.Митрофановăна, Энĕшпуçĕнчи Л.Никифоровăна, Е.Павловăна, Н.Александровăна, Н.Арсентьевăна, Кĕлкешри Т.Красновăна, А.Ванюковăна, Пысăк Енккассинчи Т.Ананьевăна, Вăтакасри Г.Павловăна, Л.Игнатьевăна, Л.Григорьевăна палăртса хăвармалла. Вĕсем тăрăшнипе, редакци коллективĕпе пĕрле ĕçленипе район хыпарçин тиражĕ ÿссех пырать. Районти почта çыхăнăвĕн ытти уйрăмĕсенчи почтальонсем те активлăрах пуласса шанатпăр.
2014 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнтарас ĕç пырать. Кăçалхи ноябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне район хыпарçине 1650 çын çырăннă та ĕнтĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăр, эсир пирĕнпе малашне те туслă çыхăну тытасса шанатпăр, район, республика, ун тулашĕнчи хыпарсене пĕлме «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнма васкăр. Сирĕн ыйтăвăра районти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче хаваспах тивĕçтерĕç.
Унсăр пуçне «Чăвашпичет» киоскĕ урлă та çырăнса илме май пур. Çавăнпа та кашниех хăйне меллĕ майпа пирĕн хаçата çырăнса илме пултарать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.