06 ноября 2013 г.
Çанталăк сивĕтсе пынă май кăмакасем, ăшăтмалли тĕрлĕ электричество хатĕрĕсем юсавсăр пулнине пула пушар тухас хăрушлăх ÿсме тытăнать. Вĕсене кирлĕ шайра тытса, тĕрĕслесе тăманнине пула кăçал çак хушă тĕлне 5 пушар тухнă.
Вут-çулăм ан алхастăр тесе районта надзор ĕçĕсене пурнăçлакан пайĕ пурне те чĕнсе калать: çунма пултаракан стенасем е урăх хатĕрсем çумне ăшăтмалли хатĕрсене вырнаçтарма юрамасть. Кăмака çăварĕ умĕнче 0,5 х 0,7 метртан кая мар çунман материал сармалла. Кăмакасемпе ăшăтмалли ытти хатĕрсене тĕрĕслесех тăмалла. Хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтĕнче кăмака мăрйисене хăрăмран кашни виçĕ уйăхра тасатмалла, пĕр чарăнмасăр çунтаракан хурансене вара икĕ уйăхра пĕр хутран кая мар. Кухня плитисене тата ытти кăмакасене - кашни уйăхрах.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Д. ГРИГОРЬЕВ, районти надзор енeпе ecлекен уйрaмeн начальникe.