06 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре ачасене право тĕлĕшĕнчен пулăшу парас енĕпе Пĕтĕм Раççейри кун иртет. Республикăн çамрăк гражданĕсем, çавăн пекех вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли лекцисемпе семинарсем, консультацисем ирттерĕç.
Вĕсем шкулсенче, ача-пăча çурчĕсенче, çул çитмен ачасене вырнаçтарнă пенитенциальнăй учрежденисенче иртĕç.
Ачасене право тĕлĕшĕнчен пулăшу парасси Пĕтĕм Раççейри куна ирттересси пирки «Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси» саккуна пурнăçа кĕртсе Правительство комиссийĕ йышăннă. Çак куна ирттерме ООН сĕннипе йышăннă.
РФ Конституцийĕпе килĕшÿллĕн кашни гражданин квалификациллĕ право пулăшăвĕ илме пултарать, хăш-пĕр граждансене ăна тÿлевсĕр те параççĕ. ЧР Юстици министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх пирĕн тăрăхра тÿлевсĕр юридици пулăшăвне 283 адвокат параççĕ.
Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме пĕчĕк тупăшлă çынсен пурăнмалли палăртнă чи пĕчĕк виçерен каярах укçа илекенсен, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен, Раççей, СССР тата Социализмла Ĕç Геройĕсен, психика чирĕсемпе чирлекен граждансен право пур. Çавăн пекех укçасăр пулăшăва инвалид ачасемпе тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕ хÿттисĕр юлнисем, хăй тĕллĕн ĕçлесе пурăнайман граждансем, колонисенче ларакан е çапкаланса çÿрекенсене вырнаçтарнă учрежденисенчи çул çитмен çамрăксем илме пултараççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.КИРИЛЛОВА, ЧР информполитикин министерствин тeп специалист-эксперчe.