АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнма нумай та кирлĕ мар

06 ноября 2013 г.

«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă общество пулăшăвĕсĕр хваттерсенче пурăнакансен май килместех. Уйрăмах кивĕ çуртсенче пурăнакансен вĕсене тăтăшах чăрмантарма тивет.

Вулакан ăнланчĕ пулĕ, сăмах кунта Вăрмар поселокĕн хăш урамĕ пирки пынине. Ленин урамĕнче кивĕ çуртсем нумайрах. Вĕсене хăпартса лартни те 60 çул ытла, кунта пенсионерсем ытларах пурăнаççĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсем те пур. Çапла вара вĕсен ыйтăвĕсем те чылай. Çурт-йĕрте, кил-хуçалăхĕнче тĕрлĕрен ыйтусем сиксе тухсан тÿрех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çул тытатпăр. Кунта вара ырă кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ, уйрăмах Олег Витальевич Викторов пуçлăх пирки палăртса хăварас килет: ватăсем валли яланах ăшă сăмахсем тупать, мĕн пĕлменнине тĕплĕн ăнлантарать. Пултаруллă пуçлăх сăмахпа кăна мар, ĕçĕпе те ырă ята тивĕçлĕ. Çавăнпа та ĕçĕ те кал-кал пулса пырать пулĕ. Пĕрле ĕçлекенсем те ăна хисеплеççĕ. Ырă çын çумне ырриех çыпăçать, тенĕ пек ăна пулăшса пыраканĕсем те çав тери кăмăллă.

Сăмахран, А.Михайлов мастер çинчен каласа хăварас пулсан, алли «ылтăн», пурнăçлама пĕлмен ĕçĕ те çук пулĕ. Эпир çак йĕркесене çыракан ватăсем опытлă специалистсен ĕçĕ-хĕлĕпе çав тери кăмăллă. Халăхран тухнă специалистсем халăхшăнах тăрăшаççĕ, теççĕ кун пек чух.

Пире савăнма нумаях та кирлĕ мар. Ăшă кăмăлпа йышăнсан, мĕн ыйтнине пурнăçласан тата мĕн кирлĕ. Хамăр енчен тав сăмахĕ каласси кăна юлать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Е.ФЕДОТОВА, З.КУПРИЯНОВА, Л.ИЗОСИМОВА, С.АНАНЬЕВА, А.МОИСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика