06 ноября 2013 г.
«Пенси йĕркелессин çĕнĕ формули тата пенсин хутшăнакан пайне çĕнĕлле йĕркелесси» ятпа ноябрĕн 1-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕ пур регионсемпе çыхăнса селекторлă канашлу ирттерчĕ.
Регионсенчи тÿрĕ калаçăва РФ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ М.Топилин, унăн заместителĕ А.Пудов, РФ Пенси фончĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Куртин, РФ Пенси фончĕн председателĕн заместителĕ Н.Козлов хутшăнчĕç. Çак пресс-конференцие ятарласах массăллă информаци хатĕрĕсем валли хатĕрленĕ, мĕншĕн тесен пенси ыйтăвĕ тин çуралнă ачасене кăна кăсăклантармасть. Эппин, ку питĕ пысăк, пĕлтерĕшлĕ ыйту. Информаци хатĕрĕсем вара çак ыйтупа кăсăкланакансем патне кирлĕ информацие туллин те ăнланмалла илсе çитерме пултараççĕ. Пресс-конференци пуçланас умĕн çакна РФ Пенси Фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн районти Управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков уйрăммăн палăртрĕ.
Халăха пенсипе тивĕçтерес енĕпе федераци шайĕнче ĕçлекенсем çак тĕлĕшпе кĕске вăхăт хушшинче улшăнусем пулса иртмелле маррине пĕлтерчĕç. Кĕскен каласан, пенсин пуçтарăнса пыракан капиталне «шăнтса» хăварни юмахсен шайĕнче кăна. Çавăнпа ку енĕпе пĕрре те пăшăрханма кирлĕ мар. РФ Пенси Фончĕн Правленийĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Куртин, Н.Козлов заместитель Пенси реформипе çыхăннă ыйтусене çутатрĕç.
Пресс-конференци Раççей шайĕнче иртнĕ май, тĕрлĕ регионти журналистсем кăсăклантаракан чылай ыйтусем пачĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.