06 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн уявĕ иртнĕ. Зала пухăннисене ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов уй-хирте вăй хуракансемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăçалхи ĕçĕпе паллаштарнă. Хресченсем пĕтĕмпе 411 пин тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ, кăтарту пĕлтĕрхи шайра темелле. Çĕр улмипе çăмăл пулман. АПК программи ĕçлеме тытăннăранпа - 2006 çултанпа - республикăри аграрисем инвестиципе 44 млрд тенкĕлĕх усă курнă, 157 фермăпа комплекса реконструкцилесе «иккĕмĕш пурнăç» панă.
Тирпейлекен промышленноçăн та кăтартăвĕсем аван. Уйрăмах - потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсен.
Ял ĕçченĕсен праçникне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă, ăшшăн саламланă. Михаил Васильевич малашлăх тĕллевсем пирки те каланă: инвесторсене илĕртсе шутран кăларнă çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси те, 30-40 çул каялла хута янă ферма витисенчен хăтăлса çĕнĕрен тăвасси, çамрăк специалистсене лайăх ĕç условийĕсемпе тивĕçтересси. Çак уява район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата унăн çумĕ - ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Д.Иванов ертсе пынипе хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, специалистсем хутшăннă. Çутçанталăк кăçал хресчен майлах пулмарĕ пулин те Вăрмар аграрийĕсем республика шайĕнче тĕш-тырă, çĕр улми, хăмла туса илессипе малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Çакна республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Виталий Николаевич Архипов тракториста хăйĕн Указĕпе «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пани те çирĕплетет.
Источник: "Урмарская районная газета"