АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитмен ачасем – тимлĕхре

02 ноября 2013 г.

Çул çитмен ачасем право йĕркине пăсассине чакарас тĕллевпе Вăрмар районĕнче сентябрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 23-мĕшĕччен «Полици тата ачасем» профилактика акцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ.

Çак акци вăхăтĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен профилактика субъекчĕсем районти пур вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулса унти вĕренекенсемпе преступленисене тата право йĕркине пăсассине хирĕç профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ. Районти кашни вĕрентÿ учрежденийĕ çумне полици сотрудникĕсене çирĕплетнĕ. Полици ĕçченĕсем çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнче учетра тăракан ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе уйрăмшарăн калаçусем ирттернĕ, райадминистраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире учетра тăракан çемьесене çитсе тĕрĕсленĕ.

«Полици тата ачасем» операци вăхăтĕнче район территорийĕнче çул çитмен ачасем преступленисем туман. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси, опекăпа попечительство секторĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, социаллă хÿтлĕх, сывлăх сыхлавĕн специалисчĕсем ăнăçсăр çемьесене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене вăхăтра тупса палăртассипе мероприятисем ирттернĕ. «Полици тата ачасем» акци вăхăтĕнче çакăн пек çемьесене тупса палăртман, çапах та çул çитмен ачасене тивĕçлипе воспитани паманшăн, вĕрентменшĕн, пăхманшăн ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе 2 административлă протокол çырнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.Софронов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика