АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турамăшĕн Хусанти Таса Турăшĕн кунĕ

02 ноября 2013 г.

Православи тĕнне тытса пыракансен уявĕсенчен пĕри - Турамăшĕн Хусанти Турăшĕн кунĕ.

Халапсем тăрăх, Хусанта 1579 çулта пулса иртнĕ пушар хыççăн Матрона ятлă тăхăр çулхи хĕр ача патне тĕлĕкре виçĕ хут Турамăш сăнарĕ килнĕ, вăл вĕсем çунса кайнă çурт вырăнĕнчен унăн сăнне - Турăша - чавса кăларма ыйтнă. Хĕр ача çакăн пирки амăшне каласа панă, вăл вара - чиркÿ çыннисене Матрона каланисене икĕ хут шута илмен, виççĕмĕш хут пĕлтернĕ хыççăн шырама пуçланă.

Хĕр ача çĕр ăшĕнчен Турăша тупнă, ăна чиркĕве илсе килнĕ. Турăша тупнине июлĕн 8-мĕшĕнче (кивĕ стильпе 21-мĕшĕнче) паллă тăваççĕ.

XVI ĕмĕр вĕçĕнче, XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Руçре пăлхаварлă вăхăт пулнă. Мускав çĕршывĕн пĕрлĕхне упраса хăварас, интервентсене çĕршывран хăваласа кăларас енĕпе ополчени отрячĕсем хатĕрленĕ. Пĕрремĕшĕ ăнăçлах пулман. 1611-1612 çулсенчи похода (Пожарскийпе Минин йĕркеленĕ) Турамăшĕн Хусан Турăшне илсе çула тухнă. Çак Турăшпах вĕсем ноябрĕн 4-мĕшĕнче Мускав Кремльне çĕнтерÿçĕсем пулса кĕнĕ.

Чăваш Енре 1917 çул тĕлне çак паллă пулăма халалланă 26 чиркÿ пулнă. Паянхи кун тĕлне пурте сыхлансах юлайман пулĕ. Районта 2004 çулта Чупайĕнче Хусанти Турамăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕ уçăлчĕ. Чупайсем çакăн пек чаплă храмшăн В.Караваева тав тăваççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика