02 ноября 2013 г.
Эпĕ ир-ирех вăрантăм. Пытăм çăвăнма - курка хăех шыв ярса тăрать мана. Унтан тухрăм картишне. Ай, кулăш! Шăши хăвалать кушака. Хапха айĕнче шапа ларать сăнчăрта, йытă пек вĕрсе. Тухрăм пахчана. Ак тĕлĕнтермĕш! Унта купăста шăварать кишĕре, çĕр улми çулать курăк юрла-юрла. Урамалла çул тытрăм. Пÿрт умĕнчи тарасаран икĕ кăткă шыв ăсаççĕ витрепе. Йывăçсем алă çупса тăраççĕ. Урам тăрăх ĕнесем икĕ уран утса килеççĕ. Пуçĕсене тутăр çыхнă, урисене калуш тăхăннă. Хуçисене кĕтĕве курăк çиме хăвалаççĕ иккен. Çырмара шыв вырăнне шăнкăртатса сĕт юхать. Пĕр курка тултарса ĕçрĕм.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Ж.Иванов.