02 ноября 2013 г.
Кашни уйăхрах районти тĕп библиотека çумĕнчи «Сударушка» клуб хăйĕн ларăвне ирттерет. Сентябрь уйăхĕнче вăл «Асамçă ылтăн кĕркунне» ятпа иртрĕ.
«Панулмисем çинчен мĕн пĕлетпĕр;» информаци сехечĕ «Панулмисенчен тунă çимĕçсем», «Кулинари вăрттăнлăхĕсем» ăстасем мастер-класс кăтартнипе вĕçленчĕ. Кĕрхи мода улшăнăвĕсем çинчен те чылай пĕлчĕç çав кун кунта пухăннисем. Литература çулĕ çине тухма пуçланă В.Христофорова автор хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине - «Аманнă акăш» ятлă вăл - презентацилерĕ, ăна ăшшăн йышăнчĕç клуба çÿрекенсем.
Октябрь уйăхĕнче клуб ларăвĕ вара «Тĕнчере çичĕ нота кăна» ятпа иртрĕ. М.Глинка, А.Моцарт, П.Чайковский кĕввисемпе паллашрĕç хĕрарăмсем. Чи пĕлтерĕшли вара çак каç Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Пĕтĕм тĕнчери писательсен пĕрлешĕвĕн членĕпе В.Пугачева писательпе тĕл пулни пулчĕ. Вăл 20 ытла кĕнеке авторĕ, вĕсенчен ытларахăшне ачасем валли çырнă. Хĕрарăмсем амăшĕсем пулнă май вĕсемшĕн çак тема çывăх пулчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.ЩЕРБАКОВА, библиотека ecченe.