АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕненÿшĕн… Чăнлăхшăн …

02 ноября 2013 г.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 107 (10134) номерте).

Сармантей саманин саламатне тепĕр ентешĕмĕрĕн, тĕн çыннин Дмитрий Архиповăн та тÿсме тивнĕ. «Константинопольти чăвашсем» кĕнекен (1903 ç.) авторĕ 1868 çулта Çĕрпÿ уесĕнче Чулкаç ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Учитель ятне Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире илнĕ. Пенза кĕпĕрнинче, Самар тăрăхĕнче учительте тата священникра ĕçленĕ. 1917 çулта пуп тесе вĕрентÿрен уйăрнă. Вĕсен (мăшăрĕ Евдокия Платоновна, вырăс чĕлхипе литература учителĕ) 6 ача пулнă. Çемье пысăккине пăхмасăрах вырăнти влаç 24 сехет хушшинче Чăваш Республикине тухса кайма хушать. Çапла пĕр пурлăхсăр, нимсĕр-мĕнсĕр тенĕ пек инçе çула тухаççĕ. Малтанлăха, ниçта вырнаçаймасăр, Сĕнтĕрте (унта та чарăнма юраман), унтан Тăвайĕнче пурăнаççĕ, кайран Канаш районĕнчи Кĕçĕн Кипеч ялĕнче тĕпленеççĕ. Кунти чиркÿре тăрăшать Дмитрий атте. Каллех инкек. 1935 çулхи мăнкунта чиркĕве НКВД çыннисем персе çитеççĕ. Мăнкун кĕлли пуçлама ĕлкĕреймен священника ял çыннисем пытарса ĕлкĕреççĕ, анчах «влаçсем» темиçе прихожана арестлесе илсе каяççĕ. Ырă чунлă Дмитрий атте прихожансен хурлăхлă шăпине пĕрле пайлас тесе хăех НКВДана пырать. Ăна тата тепĕр çичĕ Кипечсене темиçе çуллăха тĕрмене хупма йышăннă. Д.Архипов 5 çул «туянать».

Д.Архиповăн хĕрĕ Лидия Дмитриевна çапла аса илнĕ: «Пирĕн çемьере 6 ача пулнă. Халĕ ĕнтĕ эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Аттене Улатăр тĕрмине хупса хурсан, анне Евдокия Платоновна хула таврашĕнчи ялсенче ыйткаласа çÿренĕ, мĕн пуçтарнă пеккине аттене кайса панă. Ăна, ватăскере, йăлтах хĕнесе пĕтернĕ, аллисене амантнă, унччен вăл питĕ хитре çăпатасем хуçма пултарнă. Часах вăл суккăрланнă. Апат çитменни, сывлăх хавшани тĕрме пульницине илсе çитернĕ, анчах вăл унта самайланайман. 1939 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче Улатăрти 1-мĕш тĕрмен пульницинче вилсе кайнă». Çапла татăлнă чăвашсенчен тухнă чи пирвайхи çыравçăсенчен пĕрин, «Константинопольти чăвашсем» кĕнеке авторĕн, чăвашсене çутта кăларма ăнтăлнă пирĕн ентешĕн Дмитрий Архипович Архипов протоиерейăн ăраскалсăр кун-çулĕ.

1990 çулта айăпсăр айăпланисене тÿрре кăларасси пуçлансан ыттисемпе пĕрлех синкер курнă священниксен таса ячĕсене тавăрчĕç. Кашни çулах октябрĕн 30-мĕшĕнче политика репрессийĕсем вăхăтĕнче тĕрĕс мар айăпланисене асăнмалли кун. Çавна асра тытасчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Цыфаркин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика