АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр - кулянмалли вăхăт мар

02 ноября 2013 г.

Кĕркунне. Хĕвеллĕ, лăпкă, кăмăллă кунсен вăхăчĕ иртрĕ. Вăрман çаралнăпа пĕрех. Садсенчен, пахчасенчен юлашки çимĕçсене пухса кĕртнĕ. Пĕтĕм çут çанталăк хĕл ыйхине путма хатĕрленет.

Кĕркуннене халалласа, унпа сывпуллашса шкулсенче уявсем иртеççĕ. Акă Кĕтеснер шкулĕнче те 4-мĕш класра вĕренекенсем «Кĕрхи калейдоскоп» уяв ирттерчĕç. Уявра кĕркунне çинчен сăвăсем, юрăсем янăрарĕç, тĕрлĕ конкурссем иртрĕç. Конкурссенче ачасен пултарулăхĕ палăрчĕ: çулçăсенчен, йĕкелсенчен, пахча çимĕçрен тĕрлĕ юмахри паттăрсене, чĕр чунсене ăсталарĕç. Ачасен амăшĕсем те уява хаваспах хутшăнчĕç, пахча çимĕçрен, улма-çырларан тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшрĕç. Уяв интереслĕ иртрĕ, пурте кăмăллă юлчĕç.

Унтан, октябрĕн 25-мĕшĕнче, 4-мĕш класра вĕренекенсем ача садĕнче пулчĕç, чи пĕчĕккисене «Пахча çимĕçсен тавлашăвĕ» сценкăна лартса пачĕç, такмаксем юрласа, ташласа савăнчĕç. Юлашкинчен вĕренекенсем хăйсем илсе пынă кунчченеçĕпе, пылак та сĕткен пан улмисемпе пĕчĕк ачасене хăналарĕç.

Çапла уявласа ирттерсе кĕркуннене ăсатрĕç 4-мĕш классем.

Аслăрах класра вĕренекенсем те кĕркуннепе çыхăннă тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем ирттерчĕç. Сăмахран, «Кĕрхи волейбол», «Сывлăх рецепчĕ», «Пахча çимĕçе мухтатпăр», «Юлташа хăнала-ха», «Панулмисемпе ташласси...».

Кĕркунне - уявсен вăхăчĕ кăна мар, пахчари ĕçсен вăхăчĕ те. Акă 7-мĕш класра вĕренекенсем пенсионерсене пан улми пуçтарма пулăшрĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: О.СОРОКИНА, Л.ДАНИЛОВА, вeрентекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика