АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

02 ноября 2013 г.

Кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

Октябрь уйăхĕ паллă пулăмсемпе пуян килсе тухрĕ. Вĕсенчен пĕри вăл - чăваш халăх писателĕн, Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Алендейăн çуралнă кунĕ. Çав ятпа Вăрмарти тавра пĕлÿ музейĕнче тăван литературăна, историне юратакансен тĕл пулăвĕ иртрĕ.

Музей экскурсовочĕ Н.Михайлова В.Алендей пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Чăваш халăх писательне халалласа кунта ятарлă стендсем хатĕрленĕ. Çак стендсем малашлăхра писателĕн Асăну кĕтесĕнче вырăн тупĕç, çавăнпа музей ĕçченĕсем стендсене пуян хатĕрленĕ. Тĕл пулăва В.Алендей ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕсем те килнĕ. Вĕсенчен пĕри РФ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Н.Иванов-Пархатар. Вăл нумаях пулмасть «Тăван ен, савнă ял, тăван кил...» кĕнеке кăларнă. Çавна май музейре çак кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Шкул ачисем кĕнекери сăвăсене пăхмасăр каласа пачĕç. Н.Иванов хăйĕн кĕнекипе паллаштарчĕ, кĕнекене кун çути курма пулăшнă юлташĕсене тав турĕ. Р.Иванова библиотека ĕçченĕ «Вăрмар ен Пархатарĕ» ятпа кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ.

Мероприятие Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков та хутшăнчĕ. Вăл хăйĕн ентешне çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа чĕререн саламларĕ. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн директорĕ Н.Петров, ятарласа Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.Алексеев, район администрацийĕн культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева тата ыттисем те Н.Иванов-Пархатарăн кĕнекине пысăк хак пачĕç, нумай сумлă сăмахсем каларĕç. Тĕл пулăва хутшăннă районти ытти пултарулăх çыннисем те кĕнеке авторĕ ячĕпе чылай ăшă сăмахсем каласа саламларĕç. Мероприятире çĕнĕ кĕнекери йĕркесем тăрăх çырнă юрăсем шăранчĕç. Н.Гавриловпа Г.Матвеева баянистсем вĕсене çепĕç кĕвĕсемпе хавхалантарса тăчĕç.

«Тăван ен, савнă ял, тăван кил...» кĕнеке презентацийĕ нумайăшĕн асĕнче чылайлăхах юлчĕ.

Çак кунсенче Н.Иванов-Пархатара Чăваш халăх наукин культурăпа литературăн академийĕн членне илчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.Корытникова, библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика