02 ноября 2013 г.

Ĕç рынокĕ улшăнса пырать. Производство процесĕсене лайăхлатни тата унăн тытăмне çĕнетни тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи çак тĕллеве çирĕп пурнăçласа пырать. 2007 çулта йĕркеленнĕскер, паян лайăх аталанса пыракан предприяти шутĕнче.
Ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă çак предприятин. Кăçалхи 9 уйăхра пурĕ 5 миллион та 310 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Асăннă обществăра хальхи вăхăтра 200 тĕрлĕ ытла издели туса кăлараççĕ ăста алăллă рабочисем. Тимĕртен алăксем, тĕрлĕ эрешлĕ решеткесем, картасем, çÿп-çап валли контейнерсем, пĕчĕк ещĕксем, мунча валли шыв ямалли тĕрлĕ виçеллĕ савăтсем, тимĕр кăмакасем, атă-пушмак çумалли савăтсем, чечексем вырнаçтармалли хатĕрсем, тенкелсем, мангалсем, шампурсем, тĕтĕмлетмелли хатĕрсем, ачасем валли канмашкăн пĕчĕк верандăсем, ярăнчăксем, тимĕр хапхасем, теплицăсем, тимĕр алăксем, пусма-картлашка валли карлăксем, тимĕр шкапсем, стеллажсем, гараж валли тимĕр алăксем тата ытти тĕрлĕ йышши изделисем ăсталаççĕ. Унсăр пуçне çĕнĕ йышши продукци кăларсах пыраççĕ: пÿрт умĕ валли тимĕртен эрешленĕ картасем, тислĕк купи çине лартмалли пĕчĕк теплицăсем, пахчара канмалли ятарлă беседка, юр хырмалли тимĕр кĕреçесем, тырă вĕтетмелли агрегатсем, кĕпе-йĕм çакса типĕтмелли тимĕр хатĕрсем...Вĕсене вара хамăр районта çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче те хаваспах туянаççĕ.
«Ытларах заказсемпе ĕçлетпĕр. Юлашки вăхăтра теплицăсем, тимĕртен эрешленĕ хапхасем, пÿрт умĕ валли картасем, мунча валли тимĕр кăмакасем пирĕн патăрта тутараççĕ. Теплица тенĕрен, унăн кăшкарне пирĕн рабочисем профильлĕ пăрăхран ăсталаççĕ, ăна сотовăй поликарбонат листисемпе витеççĕ. Çак строительство материалĕ шăрăха та, сивĕне те чăтать. Унпа пĕрлех лартнă пахча çимĕçе хĕвелĕн пайăркисенчен те сыхлать. Кунта туса кăларнă изделисене аякка каймасăрах хăйсене мĕнле йышши кирлĕ, çавна туянма пултараççĕ», - тет общество директорĕ О.Венедиктов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
Рынок экономикин тапхăрĕнче конкуренцире çĕнтерме пултаракан тĕрлĕ йышши изделисем кăларма тăрăшаççĕ вĕсем. Хальхи рынок тапхăрĕнче пахалăх тĕп вырăнта. Çавăнпа та кунта туса кăларнă продукци хăйĕн чăтăмлăхĕпе, илемĕпе пурне те тивĕçтерет.
Асăннă общество тĕрлĕ йышши продукци туса кăларнипе пĕрлех пурлăхпа техника никĕсне те вăйлатса пырать. Кунта цехри чÿречесене пластик рамăсемпе улăштарнă. Çитес вăхăтра ĕç тухăçлăхне ÿстерме çĕнĕ оборудовани туянас тĕллевлĕ вĕсем.
Предприяти ÿсĕмĕ - пултаруллă ĕçченсенче. Кунта вăй хуракансем пурте тенĕ пекех яваплăха туйса ĕçлеççĕ, мĕн палăртнине вăхăтра пурнăçлаççĕ. Акă Г.Александров, С.Александров, Г.Белов, Г.Серебров сварщиксем, Ю.Новосельцев, В.Игнатьев, С.Егоров, С.Родионов слесарьсем, А.Мартынов токарь, Н.Юсов водитель, М.Рекеев наладчик, В.Федоров тĕп инженер, С.Леонтьев бригадир ĕçре яланах хастар та пултаруллă. Хальхи вăхăтра кунта 26 çын тăрăшса вăй хурать.
Паян «Вăрмарти механика завочĕ» АУО çирĕп утăмсемпе аталанать. Унăн учредителĕ, директорсен канашĕн председателĕ А.Тимофеев (вăл Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ) предприяти аталанăвĕшĕн чылай тăрăшать. Çакна та палăртмалла: Алексей Васильевич Чупай ялĕн инфратытăмне аталантарма спонсорла пулăшу чылай кÿрет. Кăçал вăл тăрăшнипе Патти масарĕ патĕнчен Чупай масарĕ патне каçмашкăн тимĕр кĕпер хыврĕç. Пирĕн тăрăхра çакăн пек маттур çынсем пурри район экономикине малалла аталантарма вăй-хăват парĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.