02 ноября 2013 г.

Çемье хÿтлĕхĕ те, тĕрекĕ те ачасенче, тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Ку чăнахах та çапла. Кашни ачан ашшĕпе амăшĕ пĕчĕк тĕпренчĕкĕсене ырă та сывлăхлă, обществăна юрăхлă пăхса çитĕнтерес тесе тăрăшаççĕ. Çак ĕçре вĕсене патшалăх енчен те курăмлă пулăшсах пыраççĕ. Чылай çулсем хушши ĕнтĕ çемьере икĕ ачаран е ытларах çуратнисене, усрава илнисене амăшĕн капиталĕн сертификатне параççĕ.
Иртнĕ информаци кунĕнче те районти тепĕр 6 телейлĕ çемье район администрацийĕнче савăнăçлă лару-тăрура амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене тивĕçрĕç. Нумаях пулмасть вара РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕнче ача амăшĕсен тепĕр ушкăнне çак хаклă документа пачĕç. Хаваслă мероприятие йăлана кĕнĕ йĕркепе районти РФ Пенси фончĕн Управленийĕн пуçлăхĕ М. Пуклаков уçрĕ, вăлах малалла тăсрĕ. Сертификатăн пысăк пĕлтерĕшĕ пирки каласа ăнлантарчĕ. Сертификата кашни уйăхрах параççĕ. Ку хутĕнче Пинер ялĕнчи В.Игнатьева, Çĕнĕ Кавалти И.Иванова, Карăкçырмари О.Антонова, Энĕшпуçĕнчи Е.Иванова, Кĕтеснерти М.Сергеева, Мăнçырмари О.Дмитриевапа Е.Иванова илчĕç. Кашнин пичĕ çинче хаваслă кулă. Çапла пулмасăр, ачасене ырăлăх ытамĕнче пăхса çитĕнтерме пулăшни кăмăла çĕклетех. Кăçал кăна пурĕ 149 çемье çак хаклă документа тивĕçрĕ.
Паянхи кун вăйра тăракан федераллă саккунпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕн сертификатне илме май паракан ачан 2016 çулчченхи декабрĕн 31-мĕшĕччен кун çути курмалла. Çав вăхăтрах сертификатпа 2016 çул хыççăн та усă курма пулать. Çавăнпа та çак документпа 2016 çулччен усă курса ĕлкĕрмелле текен çынсем хушшинче сарăлнă информаци йăнăш. Çавăн пекех амăшĕн капиталĕн сертификатне иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене усрава илекен ашшĕ-амăшĕсем те тивĕçеççĕ.
Амăшĕн капиталне çулсерен индексацилесе пынине шута илсе унпа усă курма васкамасан та юрать. 2007 çулта унăн калăпăшĕ 250 пин тенкĕ пулнă, 2013 çулта - 409 пин тенке яхăн. 2014 çулта вара ăна тата ÿстерме палăртнă.
Çак хушăра Вăрмар районĕнче паянхи кун тĕлне 1060 çын амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Вĕсенчен 550-шĕ сертификатпа туллин е пĕр пайĕпе усă курнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА, Э.МИХАЙЛОВА.