АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕ кĕтнĕ документа тивĕçрĕ

02 ноября 2013 г.

Вăрçă ветеранĕ кĕтнĕ документа тивĕçрĕ

Пинер ялĕнче пурăнакан 93 çулхи Мария Васильевна Васильева патне çак кунсенче чылай çулсем кĕтнĕ пысăк савăнăç çитрĕ...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69-мĕш çул кайрĕ, апла пулин те вăрçă ахрăмĕ асран тухмасть. Вăрçă çулĕсенчи асаплă вăхăтсене тÿссе ирттернĕ сумлă çулсенчи çынсем пирĕн хушăра сахаллансах пыраççĕ. Вĕсене çамрăк ăрури çынсен хисеплемелле, тимлĕ пулса пулăшу кÿмелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕ В.Ляшенко, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский М.Васильева патне киле пырса савăнăçлă лару-тăрура ăна «Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ» удостоверение парса чысларĕç.

Çамрăк Марийăна Канашри воспитательсем хатĕрлекен курссенчен вĕренсе тухнă хыççăн Елчĕке ача садне ĕçлеме яраççĕ.1942 çулта ăна, 22 çулхи çамрăка, çавăнтанах вăрçа илнĕ. Çапла фронта лекнĕ Пинер хĕрĕ. Калинин облаçĕнче госпитальте аманнисене пăхнă, сиплесе ура çине тăма пулăшнă. Пинер ялĕнчен фронта кайнă пĕртен-пĕр хĕр пулнă вăл. 8 уйăхран ăна киле янă. Салтак тумтирне паянхи кунчченех упрать ветеран. Киле таврăнсан Мария Васильевна пурнăçне йăлтах суту-илÿре ирттернĕ, Пинер, Пысăк Енккасси, Çÿлти Кинчер ялĕсенчи райпо лавккисенче сутуçăра ĕçленĕ. 1946 çулта вăл Пинерти Иосиф Васильевич Васильева качча тухать. 50 çул мăшăрĕпе килĕштерсе пурăннă Васильевсем. Иккĕшĕ вĕсем 6 ача - 3 хĕрпе 3 ывăл - пăхса çитĕнтернĕ. Тăваттăшĕ - Шупашкарта, пĕри Сочире, тепри ялта. Мария Васильевнăн 11 мăнук, 13 кĕçĕн мăнук.

Паянхи кун ăна ачисем пăхсах тăраççĕ, чун ăшшине парнелеççĕ. Хуçалăхра çĕнĕ хуралтă та туса лартнă, сурăхсем, чăх-чĕп усраççĕ. Мария Васильевна уçăлма тухса çÿренĕ чухне чăххисене апатлантарать.

Хăйне сумлă çынсем çакăн пек чысласа килнĕшĕн, удостоверени панăшăн Мария Васильевна савăнчĕ, вĕсене чунтанах тав турĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика