АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Парнеллĕ» кроссовка

30 октября 2013 г.

«Мускав-Шупашкар» маршрутри автобус водителĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине хăй пĕлмесĕрех наркотик кÿрсе килнĕ. Мускавра палламан арçын ăна пĕр мăшăр кроссовка панă - Шупашкар вокзалĕнче ăна пырса илĕç тенĕ. Хăрах кроссовкăра вара наркотик пулнă - 4 грамм героин.

Автобус Шупашкар вокзалĕн территорине кĕнĕ кăна - ун патне Наркотĕрĕслев управленийĕн оперативникĕсем пынă. Мускаври наркобарона сиенсĕрлетес тĕллевлĕ операцин пĕрремĕш тапхăрĕ çапла пуçланнă. Автобус водителĕ наркотик пирки тавçăрман та - çакна сыщиксем пĕлнĕ.

Кроссовка вăрттăнлăхне уçса панă хыççăн наркополицейскисем Мускавра хваттер тара илсе пурăнакан арçынна, Таджикистан гражданинне, текех куçран вĕçертмен. Кĕçех вăл Шупашкарти «тусĕ» валли тепĕр посылка хатĕрлени пирки информаци çитнĕ. Оперушкăн Мускава çул тытнă. Таджик арăмĕпе тата икĕ ачипе пурăнакан хваттере ухтарнă май ача матрасĕ ăшĕнче героин тупнă. Наркотикăн тепĕр пайне вăл типĕ апат-çимĕç курупкине пытарнă. Пĕтĕмпе 130 грамм ытла героин тупнă.

Таджикистан гражданинĕ тĕлĕшпе уйрăмах пысăк виçепе наркотик сутма тăнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.

Çакăншăн 20 çул таран тĕрмене лекме пулать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ШEМeн пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика