30 октября 2013 г.
1991 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче Раççейре пуçласа Совет саманинче политика репрессийĕсенче нуша курнисене асăнмалли куна паллă тунă.
«Пирĕн çĕршыв историйĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕшпе 50-мĕш çулĕсем культура ÿсĕмĕпе, коллективлă хуçалăх йĕркеленипе, индустрие сулмаклă утăмсемпе атлантарнипе, тăван çĕршыва фашистсенчен паттăррăн хÿтĕлесе хăварнипе, юхăннă хуçалăха ура çине тăратнипе, аркатнă хуласемпе ялсене чĕртсе тăратнипе, вĕçсĕр уçлăха тĕпчессинче пуçламăш утăмсем тунипе çеç мар, уйрăм çын интересĕсене ним вырăнне хуманнипе те, тивĕçлĕхсемсĕр тăратса хăварнипе те, пурлăхшăн, ĕненÿшĕн, ыттисенчен уйрăмрах та хастартарах ĕçленĕшĕн айăпласа пĕтернипе те паллă пулса юлчĕ», - тесе çырнăччĕ эпĕ виçĕ çул каялла. Политика репрессийĕсене пула шар курнă ентешĕмĕрсен синкерлĕ ăраскалĕсене «Астăвăм кĕнеки» тăрăх тишкерсе тухнă хыççăн çак паллă пулчĕ: пирĕн районтан 1917-1950-мĕш çулсенче айăпсăр айăпланнисен шучĕ 397 çын. Вĕсем следствипе судсен хучĕсем тăрăх шутласа кăларнисем. Ахăртнех, çав шута кĕрейменнисем татах та пур.
Чăваш патшалăх истори архивĕн директорĕ Г.Ертмакова çапла пĕлтерчĕ: вĕсем хальхи вăхăтра 1917 çул хыççăн экономика енĕпе хур курнисем тĕлĕшпе çыхăннă ĕçсене тишкереççĕ. Кулак тесе айăпласа пĕтернĕ çынсен кун-çулĕ пĕртте çăмăл пулман. Вĕсен пурлăхĕсене туртса илнĕ, ытлашшипех пысăк налук хунă, тĕрлĕ тивĕçлĕхсемсĕр (правасемсĕр) тăратса хăварнă, ялтан хăваласа кăларса аяккалла ăсатнă.
Акă тата ман умра «Чăваш - Шупашкар епархийĕн Синодикĕ». Кĕнекере совет влаçĕ хĕсĕрленĕ чиркÿ çыннисем пирки çырса кăтартнă. Çĕр-çĕр хушамат, инкек-синкер курнă айăпсăр çынсем. 1938 çул тĕлне Чăваш Республикинче айăпланман священниксем юлман та пулас: хăшĕсене тĕрмесенче çĕртнĕ, хăшĕсене персе вĕлернĕ... Мĕншĕн?! Ĕненÿшĕн! Чăнлăхшăн!
Семен Михайлович Михайлов 1874 çулта Çĕрпÿ уесĕнче Çăлпуç ялĕнче (халĕ Тăвай районĕ) çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. 1890-мĕш çулта учитель ятне илнĕ пулин те вăл пĕлĕвне малалла тăсас тесе Чĕмпĕрти духовнăй семинарие кĕресси пирки И.Я.Яколевпа канашлать. Вĕрентекенĕ çак шухăша ырлать. Мĕншĕн тесен семинарирен вĕренсе тухсан малалла университета е академие кайма май пулнă. Анчах та йĕрке тăрăх учителĕн икĕ çул шкулта ĕçлемелле. Мĕн тумалла? Питĕ лайăх вĕреннĕ тесе, малашлăхĕ пысăккине палăртса Иван Яковлевич С.Михайлова духовнăй семинарие вĕренме кĕме пулăшать. Кунта 6 çул вĕренме тивнĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн общежитийĕнчех пурăннă. Çавăнпа И.Яковлев хăйĕн вĕренекенĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашсах тăнă. 1897 çулта семинарирен вĕренсе тухсан С.Михайлова Çĕрпÿ уесĕнчи Патти чиркĕвĕн священникĕнче тата земство училищин заведующийĕнче ĕçлеме уйăраççĕ. Семен Михайлович лайăх вĕрентÿçĕ пулнине Чупай ялĕнче пурăннă М.Шигильдеева, А.Леонтьева, Л.Матвеев каласа панăччĕ. Вĕсен çывăх тăванĕсем 1900 çулта Паттири училищĕре пĕлÿ илнине çирĕплетекен сăн ÿкерчĕк те упранать.
1910 çулта С.Михайлова Хусана куçараççĕ. 1915-1918 çулсенче 84-мĕш пехота дивизийĕн çар священникĕ пулать. 1923 çулта ăна Шупашкар епископĕн санне параççĕ. Çак çултанах унăн инкекĕсем пуçланаççĕ. Виçĕ çуллăха Вятка кĕпĕрнине ссылкăна яраççĕ. Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ епархисен епископĕ тата викарийĕ пулать. 1939 çулта ватлăхне кура канăва тухать, Тăван çĕршывне - Чăваша таврăнать. Ачалăхри тата çамрăклăхри аса илÿсемпе нумаях пурăнаймасть вăл - тепĕр çулхинех 1940 çулхи сентябрь уйăхĕнче арестлеççĕ те 5 çула Красноярск тăрăхне ссылкăна яраççĕ. Тертпе нуша, выçлăхпа асап 69 çулти çынна йăлтах çапса хуçнă - Семен Михайлов 1943 çулхи майăн 14-мĕшĕнче вилнĕ.
(Малалли çитес номерсенче).
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Цыфаркин, Тавра пeлy музейeн директорe.