30 октября 2013 г.
Хальхи вăхăтра халăх хушшинче культура шайĕ çав тери чакса кайни питех те сисĕмлĕ. Çынна ырă тăвасси, чунтан хĕрхенесси, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр пуласси кунран-кунах чакса пыни палăрать. Çак туйăмсене çынна хăнăхтарма мĕн пĕчĕкренех пуçламалла.
Эпир вара, шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас учрежденисенче вăй хуракансем, ачасене тĕрĕс çулпа илсе пырас тесе ырми-канми тăрăшатпăр. Тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Пирĕн тĕллев ачасене ырăпа усала уйăрма вĕрентесси, çавăн пекех ашшĕ-амăшне, аслăрах çулсенчисене пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарасси.
Нумаях пулмасть эпĕ хам ĕçлекен ушкăнри ачасемпе çÿлерех асăннă тĕллеве тĕпе хурса «Таня ятлă пукане патĕнче - хăнара» хаваслă мероприяти ирттертĕмĕр. Кунта çемье пĕлтерĕшĕ, юратăвĕ, ачашлăхĕ, пĕр-пĕриншĕн тăрăшасси тĕп вырăнта пулчĕ. Ачасем те хаваспах хутшăнчĕç.
Ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе те таччăн çыхăнса ĕçлетпĕр. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулталăкри кашни уявсенчех ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Кашни ача ахах пĕрчи пулнине вăхăтлăха та манмастпăр. Пирĕн ĕçĕн çимĕçĕ, пĕчĕккĕн пулин те, куçа курăнма пуçларĕ - ачасем пĕр-пĕрне сахалтарах кÿрентереççĕ, каçарма пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Эпир ĕçлени сая ан кайтăр тесен пирĕн ашшĕ-амăшĕсемпе те таччăн çыхăну тытмалла, пĕр çемьери пек пурăнмалла, вара тин эпир обществăшăн юрхлă çын çитĕнтерме, тĕнчене илемлĕрех тума пултарăпăр.
Источник: "Учительская газета"
Первоисточник: Э.ВАСИЛЬЕВА, «Колосок» ача сачeн воспитателe.