30 октября 2013 г.
Пирĕн кил-çуртпа кирек-хăш вăхăтра та ырă мар япала пулма пултарать: е шыв илни, е çил-тăвăл пÿрт çивиттине сиенлетни, е хуçисем килте çук чухне вăрă-хурахсем кил-çуртри пурлăха çаратни. Вут-çулăм тухни вара татах та хăрушăрах. Кил-çурта эпир инкек-синкек пулассинчен сыхласах тăратпăр, çапах та инкек тÿсес пулсан кил-çурта страхласа хамăра укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен хÿтĕлеме пултаратпăр. Страхлассипе çыхăннă ыйтусене пире РОСГОССТРАХ компанин Вăрмар поселокĕнчи страховани уйрăмĕн пуçлăхĕ И.АЛЕКСЕЕВА уçăмлатса парать.
Пурăнмалли çурт-йĕре страхлассин хăйне евĕр уйрăмлăхĕсем пур. Кил-çурт вăл пур коммуникацисемпе çурт-йĕр, хуçалăхри хуралтăсен пĕрлĕхĕ. Вăл шутра гараж, хапха, беседка, бассейн тата кил хушшинчи ытти хуралтăсем. Вĕсене пурне те страхламалла. Тĕслĕхрен, енчен те пĕр хуралти çунма пуçларĕ пулсан вут-çулăм кĕске вăхăт хушшинчех юнашар вырнаçнă ытти хуралтăсене те ярса илсе тĕп тума пултарать. Ялти кил-çуртпа хуралтăсемшĕн пушарсемпе çут çанталăкри синкер пулăмсем уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Кил-çурта страхланă чухне çуртăн конструкци элеменчĕсене, унăн шалти тата тулашри капăрлăхне, инженери системисене, пÿртри пурлăха (техника, сĕтел-пукан, интерьер тата ыттине те) страхлама пулать. Кирпĕчрен е бетонран тунă çурта пĕр тĕрлĕ тарифпа, йывăç çурта тепĕр тарифпа страхлаççĕ. Капăрлатнине страхламалли тарифа шутланă чухне юсав ĕçĕсен пахалăхне, йывăрлăхне, усă курнă материалсене шута илеççĕ. РОСГОССТРАХ КИЛ классика страховани килĕшĕвне йĕркеленĕ чухне заявлени çырмалла. Страхламалли пурлăха страховой агент пăхать, унăн списокĕпе хакне хатĕрлет. Пурлăх хакне çирĕплетекен документ пур пулсан (кил-çуртăн эксперт хаклавĕ, суту-илÿ килĕшĕвĕ тата ытти те) вĕсене клиентăн страховщике кăтартмалла.
Экспресс-полиса йĕркелеме ансатрах тата çăмăлрах. Кун пек чухне страховани пурлăхне пăхма кирлех мар. Экспресс-полиспа эсир кил-çурта унăн калăпăшĕсене, хăпартнă çулне, лаптăкне, мĕнрен тунине асăнса та страхлама пултаратăр.
Çавăн пекех клиентсене страховани компанине суйласа илнĕ чухне компани саплаштару укçине мĕн чухлĕ тÿленине, унăн рейтингĕ çине тимлĕх уйăрма сĕнетĕп. РОСГОССТРАХ компанин Чăваш Енри филиалĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта уйрăм çынсен пурлăхне страхланă май 59 млн тенкĕ ытла, пирĕн районта вара - 1 млн та 500 пин тенкĕ саплаштару укçи тÿленĕ. Çавăн пекех ялта пурăнакансен ĕнесене страхламасăр май килмест. Кăçал кăна компанин пирĕн районти уйрăмĕ ĕне хуçисене 1 млн та 450 пин тенкĕлĕх саплаштару укçи панă. Хăйĕн ĕçне уçăмлатса тата кăтартса ĕçлекен страховани компанийĕнче страхлансан аванрах. Шанчăклă страховани компанисем сайтра хăйсем çинчен калакан тулли информацие вырнаçтараççĕ. РОСГОССТРАХ компани, тĕслĕхрен, октябрь уйăхĕнче 92 çул тултарнине паллă турĕ.
Çавăн пекех РОСГОССТРАХ компани кăçалхи кĕркунне каллех сире хăвăрăн пурлăха тупăшлă условисемпе страхлама май туса парать, граждансен çурт-йĕрне страхламалли «Çурт-йĕре тупăшлă страхламалли тапхăр» акци пуçланни çинчен пĕлтерет. Хăйсен пурлăхне 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен страхлас текенсем ятарлă условисемпе килĕшÿ тума пултараççĕ.
РОСГОССТРАХ компани 92 çул тултарнă ятпа И.Алексеева общество умĕнче тăракан задачăсене пурнăçлас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн РОСГОССТРАХ компанисен ушкăнĕсен Президенчĕн Д.Хачатуровăн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Çавăн пекех страховой агент пулса ĕçлекен Е.Михайлована РОСГОССТРАХ компанин Чăваш Енри филиалĕн Хисеп грамотипе чысланă.
Источник: "Урмарская районная газета"