30 октября 2013 г.
Асăннă кун районта çак мероприятисем çеç иртмерĕç. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерстви çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн район администрацийĕн ларусен залĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртрĕ.
Вак тата вăтам бизнеса пулăшу парас, аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен районти Координаци канашĕн анлă ларăвне вăтам предпринимательсемпе тĕл пулса ĕçлĕ калаçу ирттерме, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама «Вак тата вăтам предпринимательсене пулăшу паракан тата çынсене ĕçпе тивĕçтерекен» республикăри бизнес-инкубатор автономи учрежденийĕн, Раççейри налук инспекцийĕн, Пенси фончĕн, Россельхозбанкăн, РФ Перекет банкĕн, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тата бизнеспа çыхăннă вăл е ку тĕрлĕ шайри специалистсем хутшăнчĕç.
Анлă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ. Пухăннисене тĕл пулăва килнĕшĕн тав туса çăмăл мар ĕçре çитĕнÿсем тума сунчĕ. Экономика наукисен кандидачĕ пулнă май, нумай çул финанспа потребкоопераци системинче ĕçленĕскер, район экономикишĕн вак тата вăтам предпринимательсен витĕмĕн пĕлтерĕшне лайăх пĕлет. Çавăнпа та çак туртăма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ районта. Производствăн пур сферинче те вак тата вăтам бизнес тÿпи пысăк - çĕвĕ производстви-и вăл, суту-илÿ-и, çынсен йăла ыйтăвĕсене тивĕçтересси-и, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси е тыр-пул ÿстересси.
Алăра курăмлă укçа-тенкĕ пулмасан нимĕнле ĕçе те тÿрех йĕркелесе яма çук. Çавăнпа та финанс енĕпе нумай вăхăтлăх кредитсем парса пулăшу кÿнĕшĕн Россельхозбанкăн, РФ Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕсен ертÿçисене райадминистрацин пуçлăхĕ тав турĕ.
Малалла «Россельхозбанк» тулли мар яваплă обществăн регионти филиалĕн директорĕн заместителĕ Н.Федотов предпринимательсене кредит илмелли условисемпе паллаштарчĕ, мĕнле-мĕнле документсем хатĕрлемелли çинче чарăнса тăчĕ.
- Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта юридици сăпатĕнчи 122 вак тата вăтам предприяти регистрациленĕ, уйрăм çын предпринимательсем 554, - терĕ райадминистрацин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, районăн 9 уйăхри асăннă сферăри пурнăçĕпе паллаштарнă май. Çакă район экономикин отраслĕсенче тăрăшакансен 44 проценчĕпе танлашать. Урăхла каласан çак сферăра 2 пин ытла çын вăй хурать. Предпринимательсемех 9 уйăх хушшинче 39 çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса çынсене ĕçпе тивĕçтернĕ, çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та уйрăм ĕç йĕркелеме темиçе çынна патшалăх шайĕнче палăртнă сумма уйăрнă. Малалла налук службин, Пенси фончĕн специалисчĕсем, ытти яваплă çынсем тухса калаçрĕç.
Çакна та палăртмалла, - райадминистрацин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ пайĕ кашни çулах предпринимательсемпе пĕрле «Ырă туни ырăпа таврăнать» акцие хутшăнать. Паян та анлă лару хыççăн Надежда Ильиничнăпа предпринимательсен пĕр ушкăнĕ Арапуçĕнчи Ваттисен çуртĕнче вăхăтлăх хÿтлĕх тупнисемпе тĕл пулса ăшă калаçу ирттерме, парнесем парса савăнтарма кайрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.